Нумаях пулмасть эпир, таврапӗлӳҫӗсем, округ пуҫлӑхӗ тата администрацийӗ пулӑшнипе Йӗпреҫ поселокне ҫитрӗмӗр. Кунта пирӗн районта ҫуралнӑ мухтавлӑ ентешӗн, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ паттӑрӗн, Эткер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ С.П.Галкинӑн вилтӑприйӗ ҫинче пултӑмӑр.
Сергей Прокопьевича Мускав хулин Бауман районӗнчи ҫар ӗҫ комиссариачӗ ҫара илнӗ. Чӑваш каччи 45 миллиметрлӑ тупӑна авӑрлаканӗ пулса Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче службӑра тӑнӑ, аслӑ сержант званине илсе оруди командирне ҫитнӗ. Салтакран киле таврӑнмалли вӑхӑт ҫитеспе Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ.
Пирӗн ентеш вӑрҫӑра 3-мӗш армин Хӗрлӗ Ялавлӑ Кутузов орденӗллӗ 129-мӗш Орловски стрелковӑй дивизин 518-мӗш стрелоксен полкӗнче Брянск тата Белорусси фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Ҫапӑҫнӑ ҫеҫ мар, пысӑк паттӑрлӑхпа фашистсене хирӗҫ тӑнӑ. Ҫакна унӑн наградисен хучӗсем туллин ҫирӗплетеҫҫӗ.
«С.П.Галкин тупӑран виҫӗ хут персе тӑшман танкне вут хыптарнӑ, ураран амансан та ҫапӑҫу хирӗнчен кайман, вут-ҫулӑм тӑкнӑ, пехотинецсене фашистсен 4 контратакине сирсе яма пулӑшнӑ». Ҫакӑншӑн ӑна 1944 ҫулхи мартӑн 5-мӗшӗнче III степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ.
«1944 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнче пуҫланнӑ ҫапӑҫура хӑйӗн туппипе автомашинӑна лектернӗ, 50 ытла нимӗҫ салтакӗпе офицерне пӗтернӗ. Снарядсем пӗтсен автоматпа тӑшманӑн 10 салтакне вӗлернӗ. Ҫав ҫапӑҫусенче Галкин салтак тӑшман пуҫӗ ҫине пурӗ 300 ытла снаряд персе вӗҫтернӗ». Ку ҫапӑҫусенчи паттӑрлӑхшӑн вӑл «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» ордена тивӗҫнӗ.
«Хайлигенбайль (халӗ Калининград облаҫӗнчи Мамоново хули) ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусенче Балти тинӗсне тухма тӑрӑшакан тӑшмана хирӗҫ Галкин аслӑ сержант оруди расчечӗпе тӗрӗс кӑтартусем туса пысӑк пултарулӑх кӑтартнӑ. 1945 ҫулхи мартӑн 26-мӗшӗнче Галкин фашистсен вут тӑкакан точкине пӗтерме задани илсе тӗллеве пурнӑҫланӑ. Тӑшман уйрӑм ларакан ҫуртран ун ҫине пеме пуҫланӑ. Галкин ӑна прицел ҫине илсе пенӗ. Нимӗҫсем тарма пуҫласан осколоклӑ снарядсемпе персе 30 ытла гитлеровеца пӗтернӗ». С.П. Галкина II степеньлӗ Мухтав орденӗ пама тӑратнӑ.
«Вормдит (халӗ Польшӑри Орнета хули) патӗнче тӑшман 6 хутчен атакӑна ҫӗкленнӗ. Галкин боец хӑйӗн орудине тӳрӗ наводка ҫине лартса вӑйлӑ пеме пуҫланӑ. Тан мар ҫапӑҫура унӑн туппи 30 яхӑн салтака вӗлернӗ, 2 пулемета тӗп тунӑ, гитлеровецсем вырнаҫнӑ 2 ҫурта вут хыптарнӑ». Ҫакӑншӑн ӑна тепӗр хут II степеньлӗ Мухтав орденӗ панӑ.
Хаяр ҫапӑҫусем татах пӗрре мар пулнӑ. Сергей Прокопьевич вӑрҫӑран виҫӗ Мухтав, «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденсемпе, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальпе тата ытти наградӑсемпе таврӑннӑ. Ӑна Совет Союзӗн Геройӗ ят паман. Анчах та вӑл пирӗншӗн чӑн-чӑн паттӑр.
Яла таврӑнсан унта нумаях пурӑнман вӑл. Йӗпреҫре вӑрман хатӗрленӗ ҫӗре ӗҫе кӗнӗ, ҫурт илсе ҫемйине те унта куҫарса кайнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫӗ кӗске пулнӑ. Вӑрҫӑ вучӗ витӗр сывӑ тухнӑскерӗн пурнӑҫӗ 33 ҫултах инкеклӗ вӗҫленнӗ.
Ҫулсем иртнӗ. Эткер ялӗнче те тӑванӗсем юлман. Пӗртен-пӗр хӗрӗ, медицина пӗлӗвӗ илнӗскер, Саратов облаҫӗнчи Балаково хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Ватӑлса пынипе вӑл та ашшӗн вилтӑприйӗ ҫине тахҫантанпах килеймен. Таврапӗлӳҫӗсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ вӑхӑтра С.П.Галкинӑн тӑванӗсене шыраса тупма тӗллев лартнӑччӗ. Ҫакна вӗсем пурнӑҫларӗҫ. Халӗ паттӑр салтакӑн вилтӑприне тирпей-илем кӗртнӗ, чечексем акса-лартса хӑварнӑ, мемориаллӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ. Пӗр енчен савӑнӑҫлӑ, тепӗр енчен хурлӑхлӑ мероприятие ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ, халӗ Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗн ӗҫне пурнӑҫлакан Р.Р.Феткуллин та хутшӑнчӗ. Тепӗр паллӑ самант вӑл — халиччен пӗр-пӗрне курман, палламан Галкинсен ратни пӗрле пуҫтарӑнни. Вӗсем хӑйсен несӗлне манса кайманшӑн тав турӗҫ, С.П.Галкинпа чӑнах та мухтанмаллине, ун ятне ӗмӗр асра тытмаллине палӑртрӗҫ.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра виҫӗ хутчен Мухтав орденне тивӗҫнисем пирӗн районта ҫуралса ӳснӗ салтаксем хушшинче ҫук та пулӗ. Эпир чӑннипех те паттӑр салтак умӗнче пуҫ тайма тивӗҫ.
Малалла вара пирӗн округран кайнӑ делегаци Йӗпреҫри паллӑ вырӑнсемпе паллашрӗ. Этнографи музейӗнче, Совет Союзӗн Геройӗ Алексей Маресьев аманнӑ хыҫҫӑн сипленнӗ ҫуртра тата ытти ҫӗрте пулса куртӑмӑр.
Светлана Кокорева,
округри таврапӗлӳҫӗсен Совечӗн председателӗ.

