Ҫулсеренех «Наци кросӗ» — Пӗтӗм Раҫҫейри чупу кунӗ сентябрь уйӑхӗнче иртет. Кӑҫал спорта кӑмӑллакансене 20-мӗшӗнче старта йыхравлаҫҫӗ.
Ӑмӑрту VIP- чупупа пуҫланӗ, унтан старта ача садне ҫӳрекенсем тухаҫҫӗ. 55 ҫултан аслӑраххисем 400-шер метр дистанцие парӑнтарӗҫ. 55 ҫула ҫитичченхи арҫынсен 1600 метр, хӗрарӑмсен 1200 метр чупса ӑмӑртмалла. Шкул ачисем ӳсӗмне кура 5 ушкӑнра старта тухаҫҫӗ.
Хутшӑнакансем хушшинче чи кӗҫӗннине тата чи аслине уйрӑммӑн хавхалантараҫҫӗ. Организаци-учреждени ертӳҫисем, шкул ачисем кӑҫал та хастар пуласса шанаҫҫӗ. Спортсменсене 8.30—9.30 сехетсенче регистрацилеҫҫӗ.
Ӑмӑртусем 10.00 сехетре «Кӗтне» ФСКра пуҫланаҫҫӗ.

