Нумаях пулмасть Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулта ГТО комплексӗн нормативӗсене памалли ятарлӑ площадкӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Мероприятие хисеплӗ хӑнасем — Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, ҫавӑн пекех вӗрентекенсемпе шкул ачисем хутшӑннӑ.
Шкул директорӗ Ирина Соловьева республика тата муниципаллӑ округ ертӳлӗхне ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн чӗререн тав тунӑ, ГТО площадки вӗренекенсем тата округра пурӑнакансем хушшинче спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑн сарма пулӑшасса шаннине палӑртнӑ.
Василий Петров министр шкул ачисене физкультурӑпа туслӑ пулма, ҫак площадкӑра куллен ӳт-пӗве ҫирӗплетсе спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тума суннӑ.
Тӗрлӗ тренажерсем, турниксем вырнаҫтарса лартнӑ лапам ачасен хаваслӑ сассисемпе тулнӑ. Вӗсем ҫеҫ мар, ҫитӗннисем те ҫӗнӗ хатӗрсемпе усӑ курса тренировка ирттернӗ, ГТО нормисене парас енӗпе тупӑшнӑ. Ҫак кун, сӑмахран, Порядковсемпе Наумовсен ҫемйисем ГТО нормативӗсене пурнӑҫланӑ чухнех, электрон сасӑлавпа усӑ курса, Чӑваш Республикин ҫутӑ малашлӑхӗшӗн телефон урлӑ сасӑланӑ.
Ҫак площадка нихӑҫан та пушӑ лармасса, шкул ачисене, педагогсене, округра пурӑнакансене сывӑ пурнӑҫ йӗркипе тата спортпа ҫывӑхрах туслашма пулӑшасса шансах тӑратпӑр.
Алевтина АНТОНОВА.

