Раҫҫейре, ҫавӑн пекех пирӗн республикӑра, округра ырӑ кӑмӑллӑ, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшма хатӗр ҫынсем сахал мар. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музейра Чӑваш наци музейӗ йӗркеленӗ хӑйнеевӗр куҫса ҫӳрекен выставка ӗҫлеме пуҫланӑ. «Приходят на подмогу волонтеры» курав ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене тата хӗрӳ вырӑнсемпе чикӗленекен территорисенче пурнакан мирлӗ халӑха пысӑк пулӑшу паракан ыркӑмӑллӑх фончӗсемпе пӗрлешӗвӗсен, хуйха-суйха чун-чӗрипе туякан уйрӑм ҫынсен ӗҫӗ-хӗлне кӑтартса парать.
Ку выставка — Чӑваш наци музейӗ Чӑваш Енри «Пӗрле» аталану фончӗ тата республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ пысӑк калӑпӑшлӑ пӗрремӗш проект. Раҫҫейри ытти регионсенчен чи малтан ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа хӑйсен ирӗкӗпе, ырӑ туйӑмсемпе пулӑшакан ҫынсен ӗҫӗсене туллин кӑтартса пама тӗллев тытнӑ. Выставкӑра профессиллӗ фотографсем тунӑ сӑн ӳкерчӗксемпе ҫеҫ мар, пулӑшу йӗркелекенсем хӑйсем ӳкернӗ ӗҫсемпе те пуҫласа паллашма май пур. Пирӗн волонтерсем хӑйсен пушӑ вӑхӑтне те, вӑй-халне те ҫӗршыва сыхлакансене, йывӑрлӑхри мирлӗ халӑха ырӑ кӑмӑлпа пулӑшас ӗҫе параҫҫӗ.
Эпир хамӑр вӑйсене пӗрлештерсен ҫеҫ ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшӑпӑр. Пурне те «Ҫӗр тата ҫынсем» музея ҫитсе выставкӑпа паллашма чӗнетпӗр.
Алена Полякова,
музей заведующийӗ.

