Вторник, 11 августа

Ентеш ячӗпе – турнир

Ентеш ячӗпе – турнир

Хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, служба тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫ хунӑ  паттӑрсене ентешӗсем манмаҫҫӗ. Вӗсен ячӗсемпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттереҫҫӗ.

Анат Тимӗрчкассинче, акӑ, ҫулсеренех сентябрь уйӑхӗнче  полицин аслӑ сержантне, Ҫурҫӗр Кавказра вилнӗ Александр Егоров  полицейски-кинолога асӑнса мини-футбол турнирӗ  пулать. Кӑҫал та иртнӗ вӑл. Пуҫтарӑннисем вӑйӑ умӗн йӗрке хуралӗн ӗҫченне асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Тукай территори уйрӑмӗн начальникӗ С.В. Кондратьева, Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти полицин патрульпа пост службин уйрӑм батальонӗн ертӳҫи С.В.Горшков, Сашӑн тӑванӗсемпе юлташӗсем  А.Егоров  йӗрке хуралӗн паттӑр ӗҫченӗ пулнине, хӑйӗн тивӗҫне туллин пурнӑҫланине палӑртнӑ, турнирта ӑнӑҫу суннӑ.

Вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ. Кашни команда ҫӗнтерӳшӗн ӑнтӑлнӑ. Пысӑк  ӑсталӑх кӑтартса РФ шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти полицин патрульпе пост службин уйрӑм батальонӗн  команди пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.  Иккӗмӗш вырӑнта — Анат Тимӗрчкасси ялӗн команди.  «Хондурла» команда виҫҫӗмӗш пулнӑ.

Турнирта чи лайӑх вылякансене те палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем пурте  медальсемпе Дипломсене тивӗҫнӗ. Ҫакӑн пек ӑмӑртусем ҫынсене туслаштараҫҫӗ, ҫирӗплетеҫҫӗ, паттӑрсен ячӗсене асра тытма май параҫҫӗ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *