Сентябрӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине пӗлтерсе округри пур шкулсенче те пӗрремӗш шӑнкӑрав янрарӗ. Вӑл хӑйӗн янкӑс сассине парса вӗренекенсене пӗлӗвӗн вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнчине йыхравларӗ. Кӑҫал пирӗн округри вӗренӳ ҫурчӗсенче пурӗ 2381 ача партӑсем хушшине ларчӗ. Вӗсенчен 172 ачашӑн шкул пуҫласа иккӗмӗш кил пулса тӑчӗ.
Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсенчи вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа иртнӗ савӑнӑҫлӑ линейкӑсенче вӗренекенсемпе ашшӗ-амӑшне чи малтанах шкул директорӗсем Ирина Соловьева тата Евгений Савельев саламланӑ. Тӗрлӗ енпе ҫитӗнӳсем тунӑ ачасене Хисеп грамотисемпе дипломсем парса чысланӑ. Салам сӑмахӗсемпе ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫи Елена Зайцева, округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Комсомольски районӗн прокурорӗ Александр Данилов, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Рияз Феткуллин, Сергий иерей, ашшӗ-амӑшӗ тухса калаҫнӑ, пурне те лайӑх вӗренме, обществӑлла ӗҫсенче хастар пулма ӑнӑҫу тата вӑй-хал суннӑ.
Кӑҫал Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 29 ача, 2-мӗш вӑтам шкулӗнче 43 ача пӗрремӗш класра вӗренме пуҫларӗ. Вӗсемшӗн чӑннипех те хӑйсен ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут пӗлӳ тӗнчине чӗнекен пӗрремӗш шӑнкӑрав янранӑ.
Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗ умӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа иртнӗ линейкӑна шкул директорӗ Светлана Антонова уҫнӑ, пуҫтарӑннисене паллӑ кун ячӗпе саламланӑ. Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Надежда Соколова, Комсомольски округӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Тихонов та шкул ачисем умӗнче сӑмах илсе калаҫнӑ, ӳсӗмлӗ вӗренсе пыма ӑнӑҫу суннӑ. Ҫак кун пурин сӑн-питӗнче те савӑнӑҫ шевлийӗ вылянӑ.
Чӗчкен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗнче вӗренекенсене саламлама Комсомольски округ администрацийӗн финанс пайӗн заведующийӗ Зульфия Айнетдинова, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Рамиль Идиатуллин, Чӗчкен территори уйрӑмӗн начальникӗ Рева Жукова, имам хатыб Небиулла хазрат килсе ҫитнӗ. Савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗ ҫеммипе шкул директорӗ Гульназ Гайнуллова пултаруллӑ вӗренекенсене наградӑсем панӑ. Аяз Валеевпа Илдан Биктимиров пӗрремӗш шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарса ачасене партӑсем хушшине чӗннӗ.
Округри пур шкулсенче ачасенче те, вӗрентекенсенче те савӑнӑҫлӑ туйӑм хуҫаланнӑ. Хаваслӑ кӗвӗ-ҫемӗ, илемлӗ чечек ҫыххисемпе ӑшӑ сӑмахсем пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).
Цитата
Олег Николаев,
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:
«Шупашкарта креативлӑ индустрисен иккӗмӗш шкулне уҫрӑмӑр — ҫывӑх вӑхӑтра кунта «ҫӗнӗ ҫӑлтӑрсем ҫутӑласса» шансах тӑратӑп. Наци библиотекинче ачасен кино, мультфильм тата дизайн енӗпе ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗрекен хутлӑх турӑмӑр. Кунта ҫав тери вӑйлӑ творчествӑлла атмосфера хуҫаланать. Пирӗн ачасене валли хӑйсен чи хӑюллӑ шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртме пӗтӗм инструментсен арсеналӗ пур. Ҫакна валли чи ҫӗнӗ йышши оборудовани — хӑватлӑ компьютерсенчен пуҫласа профессионаллӑ камерӑсем таран туянтӑмӑр. Вӗренекенсем опытлӑ педагогсем ертсе пынипе фото тата видео ӳкерме, анимаци, 3D-графика тата дизайн енӗпе ӗҫлеме пултарӗҫ».

