Воскресенье, 7 июня

Хирсем пушансах пыраҫҫӗ

Хирсем пушансах пыраҫҫӗ

Ҫанталӑк вылянса тӑрать пулсан та округри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем кашни уяр кунпа усӑ курса ҫӑвӗпе ҫитӗннӗ тухӑҫа пуҫтарса кӗртес тесе ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.

Августӑн 26-мӗшӗ тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 6603 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ. Ку пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 55 проценчӗпе танлашать. Ҫав шутра тулла — 2875 гектар, урпана — 2652, ыраша — 55, сӗлле — 773, пӑрҫа йышши культурӑсене 248 гектар ҫинчен пуҫтарнӑ.

Хальлӗхе пурӗ 25350 тонна тырӑ пӳлмесене кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектартан 38,5 центнерпа танлашать.

Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче вырмана вӗҫлеме те ӗлкӗрнӗ. Акӑ, «Искра» колхоз ӗҫченӗсем 380 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗтӗмпех ҫапса тӗшӗленӗ. Ку хуҫалӑхри тухӑҫ та пысӑк — кашни гектар пуҫне 43,5 центнер. Тата хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче те тырпула пӗтӗмпех пуҫтарса кӗртнӗ, теприсенче вара пушанман хирсем нумай та юлман, вӗсенче те ӗҫ вӗрет. Апла пулсан, ҫывӑх вӑхӑтра вӗсем те вырма ӗҫӗсене вӗҫлӗҫ.

Минзаит ЗАЙНУЛЛИН.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *