Олег Николаев,
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:
«Чӑваш Ене тӳрех виҫӗ техникума тӗпрен юсама 580 миллион тенкӗ парӗҫ — эпир Раҫҫей Ҫутӗҫ министерствин хушма суйлавӗ витӗр ӑнӑҫлӑ тухрӑмӑр. Вӗренӳ ҫурчӗсене ҫӗнетнипе ҫеҫ мар, студентсем пурӑнакан общежитисене йӗркене кӗртсе вӗренме тата пурӑнма хӑтлӑ условисем туса парӑпӑр. 2026 ҫулта Ҫӗрпӳри аграри техникумне, 2027 ҫулта Шупашкарти электромеханика техникумне тата Н.В.Никольский ячӗллӗ Шупашкарти професси колледжне юсӑпӑр».
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен нумай та юлмарӗ. Ҫавна май шкулсенче тата ытти вӗренӳ учрежденийӗсенче пикенсех ачасене кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Августӑн 26-мӗшӗнче округри педагогика ӗҫченӗсем йӑлана кӗнӗ конференцие пуҫтарӑнчӗҫ, ачасене пӗлӳ парас ӗҫри пӗлтерӗшлӗ самантсене пӗрле сӳтсе яврӗҫ.
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин вӗрентекенсене ҫывхарса килекен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ӑнӑҫлӑн пуҫласа пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗ, нумай ҫул ачасене ӑс парас ӗҫре тӑрӑшакансене% Хырай ,нел вӑтам шкулӗн вырӑс чӗлхипе литератури учительне Гульназ Гисматуллинана, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн физкультура учительне Виталий Автономова, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн историпе обществознани учительне Владимир Воронова «Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» звание тивӗҫнӗ ятпа чысларӗ. Ҫавӑн пекех тӑрӑшулӑхпа тата хастарлӑхпа палӑрнӑ ӗҫченсем муниципаллӑ округӑн Хисеп грамотисене тата муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хучӗсене тивӗҫрӗҫ.
Округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова округра вӗренӳ тытӑмӗ мӗнле аталанса пынине палӑртса доклад турӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗренӳ сфери пирӗн округшӑн яланах чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри пулса тӑнӑ. Халӗ те бюджетӑн 70 процентне яхӑн ҫак сферӑна аталантарма яраҫҫӗ. Кӑҫал шкулсенче пурӗ 172 ача пӗрремӗш хут парта хушшине ларать. Ҫулран-ҫул шкулсенче ача шучӗ чакса пыни сисӗнет. Енчен те виҫӗм ҫул округӗпе 2564 вӗренекен пулнӑ пулсан, кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче 2381 ача пӗлӳ илӗ. Шӑпах ача шучӗ чакса пынипе пӗчӗк шкулсене тухӑҫлӑ ӗҫлес тӗллевпе пӗрлештереҫҫӗ.
Шкулсем мӗнле пӗлӳ панине кӑтартакан пӗлтерӗшлӗ самант — ачасем экзаменсене мӗнле тытни. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 261 выпускник тӗп патшалӑх экзаменне (ОГЭ) тытнӑ, вӗсенчен 3-шӗ ҫеҫ аттестат илеймен. Маларахри ҫулсенче 11-шер ача экзамен тытайман пулнӑ. Пӗрлехи патшалӑх экзаменне (ЕГЭ) 99 выпускник тытнӑ, 100 балл пуҫтаракансем пулман, апла пулин те кӑтартусем аван. 34 выпускник медальпе шкул пӗтернӗ. Иртнӗ ҫулхи ҫитӗнӳсем тӑрӑх округри шкулсенче ӑс пухакан 18 ача ЧР Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех 20 вӗренекен муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑнӑ. Апла пулсан, округри шкулсенче ачасене тивӗҫлӗ шайра пӗлӳ параҫҫӗ тесе ҫирӗплетсех калама пулать.
Наталия Александровна палӑртнӑ тӑрӑх, шкулсенче хальхи вӑхӑтра профориентаци енӗпе чылай ӗҫлеҫҫӗ. Округри 12 шкул «Билет в будущее» платформа урлӑ ӗҫлесе ачасене професси суйласа илме пулӑшать. Ытти шкулсен те ҫак ӗҫе хутшӑнмаллине каласа хӑварчӗ вӑл. Ҫавӑн пекех округра патриотла воспитани ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кашни эрнерех ачасем «Разговоры о важном» проектпа килӗшӳллӗн тӗрлӗ темӑсене сӳтсе яваҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ конкурссемпе фестивальсенче те нумай ача ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсен шутне кӗнӗ.
Ачасене тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫре педагогсен тӳпи пысӑк. Паянхи кун тӗлне округри вӗренӳ учрежденийӗсенче 220 учитель, 73 воспитатель тата хушма вӗренӗвӗн 21 педагогӗ вӑй хурать. Педагогсен 80 ытла проценчӗ пӗрремӗш тата аслӑ квалификаци категорийӗллӗ. Ытти ҫулсенчи пекех кадрсен ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑрать. Шкулсенче математика, физика, акӑлчан чӗлхи учителӗсем тата кӗҫӗн классене вӗрентекенсем ҫителӗксӗр. Ку ыйтӑва татса парассинче федераци тата регион шайӗнчи ятарлӑ программӑсемпе усӑ кураҫҫӗ. Акӑ, «Земство учителӗ» программӑпа Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулне икӗ ҫулта 3 специалист ӗҫлеме килнӗ. Кӑҫал педагогсен коллективӗ тепӗр математика учителӗпе пуянланӗ. Тӗллевлӗ вӗренӳ тытӑмӗ те аталанса пырать. Хальхи вӑхӑтра 15 студент ҫакӑн пек майпа пӗлӳ илет. Диплом илсен вӗсем округри шкулсене ӗҫлеме килӗҫ.
Вӗренӳ процесӗ лайӑх пурнӑҫланса пытӑр тесен, паллах, инфраструктура ҫине те тимлӗх уйӑрмалла. Округри чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри — Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул туни. Хальлӗхе ӗҫсем срокпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пыраҫҫӗ, 2026—2027 вӗренӳ ҫулӗ тӗлне шкул алӑкӗсене уҫса ачасене кӗтсе илессе шанатпӑр. Юлашки 5 ҫулта округри нумай шкулта капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, медицина кабинечӗсем туса хунӑ, пушар сигнализацийӗн тытӑмӗсене юсанӑ. 2026 ҫулта тата 5 шкула тӗпрен юсама палӑртнӑ.
Малалла мероприятире ЧР Вӗренӳ министерствин представителӗ Марина Скриневская сӑмах илчӗ. Вӑл Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн пуҫламӑш классен учительне Татьяна Варламовӑна, Урмаел вӑтам шкулӗн пуҫламӑш классен учительне Алия Тукаевӑна тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн вырӑс чӗлхипе литератури учительне Лариса Хораськинана ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотипе чысларӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов саламлӑ сӑмах каласа Тукай Мишер вӑтам шкулӗн директорӑн советникне Айгел Хаертдинована, Урмаел вӑтам шкулӗн директор ҫумне Гельшат Шейгереевӑна, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн социаллӑ педагогне Галина Волковӑна, Комсомольскинчи ачасен хушма вӗренӳ центрӗн директорне Фаина Матросовӑна, округри централизациленӗ бухгалтерин тӗп бухгалтер ҫумне Оксана Максимовӑна, Чӗчкен тӗп шкулӗн учительне Людмила Гибатдиновӑна «Единая Россия» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн Тав ҫырӑвне пачӗ.
Ҫавӑн пекех уявра ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне чи лайӑх хатӗрленнӗ шкулсене, шкул ачисен тата вӗренӳ тытӑмӗн ӗҫченӗсен спартакиадинче мала тухнисене чысларӗҫ. Конференцие пуҫтарӑннисем ачасемпе вырӑнти артистсен концерчӗпе те киленсех паллашрӗҫ.
Наталья Калашникова.

