Понедельник, 8 июня

Ҫур ӗмӗр пӗрле- ӑнланупа килӗшӳре

Ҫур ӗмӗр пӗрле- ӑнланупа килӗшӳре

Пӗр-пӗрне юратса,  хисеплесе,  ҫемьери ӑшӑлӑхпа килӗшӗве упраса ҫур ӗмӗр пурӑнни — пысӑк телей. Ҫакӑн пек мӑшӑрсемпе калаҫнӑ чухне тӳрех сисетӗн% вӗсен килӗнче ҫемье вучахӗн ӑшшине сӳнме памаҫҫӗ,   юрату кӑвайтне вут хурсах тӑраҫҫӗ. Нумай ҫул пӗрле пурнӑҫ ҫулӗпе утсассӑн та вӗсем ҫамрӑк чухнехи пекех пӗр-пӗрин ҫине йӑл-йӑл ҫиҫекен куҫсемпе пӑхаҫҫӗ,  алла-аллӑн тытӑнса малалла утаҫҫӗ.

Янкасси ялӗнче пурӑнакан Маргарита Федоровнӑпа Павел Николаевич Ивановсем нумаях пулмасть тӑванӗсене «ылтӑн туй» кӗрекине пуҫтарнӑ. Ҫамрӑк ҫемьесемшӗн тӗслӗх пулса тӑракан юбилярсене округри ЗАГС уйрӑмӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ.

Мӑшӑр Маргаритӑн шкул пӗтернӗ ятпа йӗркеленӗ каҫӗнче паллашнӑ та урӑх уйрӑлман. Павел Николаевич паян кун та Нӗркеҫ культура ҫуртӗнче культорганизаторта тӑрӑшать. Юрра-ташша ӑстаскер,  вӑл хӑй те юрӑсем ҫырать,  вӗсене халӑх патне ҫитерет. Территори уйрӑмӗнчи пӗр уяв та вӑл хутшӑнмасӑр иртмест. Ҫавӑн пекех вӑл спорта кӑмӑллать,  пушӑ вӑхӑтра пулла ҫӳрет. Кил вучахӗн управҫи малтан «Гигант» колхозра экономистра,  унтан нумай ҫул Хирти Сӗнтӗр ял советӗнче тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ. Ивановсем кашни ӗҫе тӑрӑшса,  чунне парса пурнӑҫланине тӗрлӗрен грамотӑсемпе ытти наградӑсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсем мӑшӑрӑн килӗнче типтерлӗн упранаҫҫӗ.

Юбилярсем виҫӗ ача — Татьяна,  Андрей тата Ольга —  ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен ҫичӗ мӑнук. Ӗҫчен ҫемьере пӗр-пӗрне пулӑшса,  пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулса ҫирӗп хуҫалӑх тытса пыраҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра Ивановсем уҫӑ сывлӑшра  ҫӳреме юратаҫҫӗ,  хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнаҫҫӗ.

— Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ пӗр-пӗрне юратнинче,  хисепленинче. Яланах пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшмалла,  мӑшӑра упраса пурӑнмалла,  —  теҫҫӗ «ылтӑн» юбилярсем.

Надежда Голландцева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *