Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Татьяна Васильева ҫапла ӑнлантарчӗ%
— Виҫӗ ҫул каялла ҫӗршывра пурӑнмалли ҫуртсенчи, хваттерсенчи пӗчӗк пӳлӗмсене сутма е туянма килӗшӳсем ҫирӗплетмешкӗн чарнӑ. Патшалӑх ҫирӗплетнӗ нормӑран пӗчӗкрех пулсан вӗсене ҫынсем хӑш-пӗр чухне туянма е сутма пултараймаҫҫӗ. 2022 ҫулта федераци саккунӗ кӑларса пурӑнмалли вырӑн правин статусне илекен чи пӗчӗк пай (лаптӑк) виҫине палӑртнӑ, вӑл 6 тӑваткал метрпа танлашать. Унран пӗчӗкрех пулсан хваттерти е пурӑнмалли ҫуртри пая уйӑрса туянма е сутма юрамасть. Ҫапах та саккунра хӑш-пӗр тӗслӗхре пӗчӗкреххине харпӑрлӑха парассине те палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, вӑл еткере куҫнӑ, ӑна харпӑрлӑха харӑсах темиҫен тата пӗр пек лаптӑк илнӗ чухне. Ҫемье членӗсем хваттере приватизацилесен те нормӑран пӗчӗкрех пайсен харпӑрлӑхҫисем пулма пултараҫҫӗ. Саккун амӑшӗн капиталӗпе хваттер туянсан ҫемье членӗсен пайне 6-шар тӑваткал метртан пӗчӗкрех тума ирӗк парать. Пурӑнмалли сертификатпа е патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса хваттер туянсан та 6 тӑваткал метртан пӗчӗкрех лаптӑка харпӑрлӑха пама-илме юраманни ҫинчен калакан саккунах пӑхӑнмалла.

