Суббота, 12 сентября

Тӗп тема – пилӗк ҫуллӑх программа

Тӗп тема – пилӗк ҫуллӑх программа

Августӑн 20-мӗшӗнче Комсомольски муниципалитет округӗнче Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Комсомольски  муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин,  Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов  администраци ҫуртӗнче  канашлу йӗркелерӗҫ.

Информаци кунӗн тӗп теми — Чӑваш Республикин тата муниципалитет йӗркеленӗвӗсен пилӗк ҫуллӑх валли хатӗрленӗ социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн «Чӑваш Ен — 2030» программине сӳтсе явасси. Асӑннӑ программӑпа паллаштарнӑ май,  Николай Никандрович умра пысӑк та кӑткӑс задачӑсем тӑнине палӑртрӗ. Программӑра йышӑннине пурнӑҫа кӗртесси кашни ҫын хӑйӗн вырӑнӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа тата пуҫарулӑх кӑтартса ӗҫленинчен нумай килет.  Шӑпах ҫак шухӑшсене палӑртрӗ те округ администрацийӗн  экономикӑпа инвестици ӗҫӗн секторӗн  ертӳҫи Оксана Козина хӑйӗн докладӗнче.

2025 ҫулхи сентябрӗн 12—14-мӗшӗсенче эпир Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне тепӗр пилӗк ҫуллӑха суйлатпӑр. Канашлура Пӗрлӗхлӗ сасӑлав кунӗнче тата маларах сасӑламалли майсем ҫинчен территорири суйлав комиссийӗн председателӗ Олеся Митюкова  ӑнлантарса пачӗ.  Суйлава пур ҫӗрте те йӗркеллӗ,  саккуна ҫирӗп пӑхӑнса ирттермеллине палӑртрӗ.

Информаци кунӗнче «Единая Россия» парти ҫулсерен йӗркелекен  «Ачана шкула кайма пулӑш» акцие те пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫавна май округра пурӑнакан ҫемьесене шкула каймалли хатӗрсемпе тивӗҫтерсе портфельсем парнелерӗҫ. Ҫак ырӑ пуҫарӑва ҫулсеренех вырӑнти  депутатсем  хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Алевтина Антонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *