Вторник, 8 сентября

Сывлӑха ялтах тӗрӗслеттерме пулать

Сывлӑха ялтах тӗрӗслеттерме пулать

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев: «Сывлӑх патне утӑм» проект икӗ уйӑха яхӑн ӗҫлет. Ҫак хушӑра 49 пин ҫын ытла тӗрӗслев витӗр тухнӑ,  пин ытла ҫӗнӗ диагноз тупса палӑртнӑ. Ку ӗҫе 150 ытла врачран,  200 медсестраран тата 100 волонтертан тӑракан команда пурнӑҫлать. Вӗсем кашни кун сирӗн сывлӑхшӑн явап тытаҫҫӗ».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев пуҫарнипе «Шаг к здоровью» проект округра ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.   «Сывлӑх пункчӗсем» хӑйсен ӗҫне  малалла тӑсаҫҫӗ. Ялсенче пурӑнакансем больницӑна каймасӑрах хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерме,  тухтӑрсемпе канашлама пултараҫҫӗ. Ҫак кунсенче Хирти Сӗнтӗр,   Урмаел ял территорийӗсенче пурӑнакансем сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ.

Шур халатлисем профилактика тӗллевӗллӗ медицина тӗрӗслевӗсем,  диспансеризацисем кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Унпа пӗрлех пациентсене терапевт,  стоматолог,  эндокринолог,  невропатолог йышӑннӑ.

Аса илтерсе хӑваратпӑр,  августӑн  27-мӗшӗнче  «Сывлӑх пункчӗ» Комсомольскинче «Кӗтне» ФСК территорийӗнче пулӗ. Сентябрь уйӑхӗнче Урмаел тата Александровка ҫыннисен ялтан тухмасӑрах сывлӑхне тӗрӗслеттерме май пулӗ.

Алевтина Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *