Нумаях пулмасть социаллӑ контракт валли бизнес-плансене пӑхса тухакан ведомствӑсем хушшинчи комиссин черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.
Округра 150 ҫын ытла «Работа России» кадрсен центрӗ пулӑшнипе социаллӑ контракт ҫырнӑ. Социаллӑ контракт вӑл — сахал тупӑшлӑ ҫынсене валли адреслӑ пулӑшу. Ӑна ӗҫ шырама, харпӑр хӑй ӗҫне уҫма е килти хушма хуҫалӑха аталантарма параҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа харпӑр хӑй ӗҫне уҫма 41, килти хушма хуҫалӑха аталантарма 76, ӗҫ шырама 53 социаллӑ контракт ҫырнӑ.
Екатерина Жукова.

