Воскресенье, 10 мая

Пулӑшӑва тивӗҫмелли йӗрке

Ывӑл Шупашкарти 5 тӑваткал метр лаптӑка харпӑрлӑха илесшӗн. Ӑна туянни саккуна хирӗҫлени мар-и;

Нумай ачаллӑ ҫемьен пӳрт тума е хваттер туянма (тутарма) илнӗ ипотекӑна саплаштармашкӑн патшалӑхран пулӑшу мӗнле тивӗҫмелле;

Республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх,  виҫӗ е ытларах ача ҫитӗнтерекен ҫемьесем виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача 2019 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 2030 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен ҫуралсан ипотека кредитне тата ун ҫумне хушакан процента парса татма 450 пин тенкӗ таран илме пултараҫҫӗ. Ӑна тивӗҫме онлайн мелпе заявка тӑратмалла. Нумай ачаллӑ ҫемьесем банка каймасӑр Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗрсе субсиди илмешкӗн заявка тӑратма пултараҫҫӗ. Малтан порталта авторизациленмелле,  аккаунт ҫук пулсан регистрациленсе заявка тӑратмала. Вӑл тӳрех пурӑнмалли вырӑн тутаракан,  унпа ҫыхӑннӑ ытти ыйтӑва татса паракан «ДОМ.РФ» компание лекет. Ҫак организаци кредит пирки банкран информаци ыйтса илет,  йышӑну кӑларать. Нумай ачаллӑ ҫемье ипотекӑна парса татассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «ДОМ.РФ» порталӗнче тӗплӗнрех ӑнлантарнӑ. Вӗсене компанин консультаци пунктне 8(800)755-55-55 номерпе шӑнкӑравласа та ҫитерме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *