Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене патшалӑх енчен витӗмлӗ пулӑшу пама тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку енӗпе 50 ытла социаллӑ пулӑшу мери пур. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе хута кайнӑ «Шаг в мирную жизнь» проект та ҫав тӗллевпех ӗҫлет.
Августӑн 7-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра Чӑваш республикинчи тӗрлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен эксперчӗсенчен тӑракан «Десант поддержки» ушкӑн специалисчӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, ветерансене тата вӗсен ҫемйисене хумхантаракан ыйтусемпе йышӑннӑ. Социаллӑ ӗҫченсем, юристсем, Чӑваш Республикин ӗҫ тата сывлӑх сыхлавӗн министерствисен специалисчӗсем, республикӑри ҫар комиссариатӗнче ӗҫлекенсем, округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, муниципаллӑ округ администрацийӗн уйрӑмӗсенче вӑй хуракансем йышӑнӑва килнӗ кашни ҫынпа уйрӑммӑн калаҫса пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗсем пирки ыйтса пӗлнӗ, пулӑшма тӑрӑшнӑ.
«Шаг в мирную жизнь» проектпа килӗшӳллӗн ҫак кун пурӗ 65 ҫынна йышӑннӑ, 101 ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Ҫак проект ҫар ҫыннисене мирлӗ пурнӑҫра хӑйсен вырӑнӗсене тупма, кӑткӑс ыйтусене татса пама пулӑшать. Вырӑна тухса ҫакӑн пек йышӑнусем йӗркелени ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен тата хальхи вӑхӑтра инҫетре ҫӗршыва сыхлакансен ашшӗ-амӑшне, ачисене хӑйсене тивӗҫекен пулӑшусем пирки лайӑхрах пӗлме, вӗсемпе пурнӑҫра усӑ курма майсем туса парать.
Алевтина Ефремова.

