Среда, 16 сентября

Пысӑк тухӑҫ илессе шанма пулать

Республикӑра вырма ӗҫӗсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. ,ҫ тӑвакан влаҫ органӗсен нумаях пулмасть иртнӗ канашлӑвӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев ӗҫҫи мӗнле пынипе паллаштарнӑ.

Ҫанталӑк лайӑх тӑнине кура кӑҫал вырмана иртерех тухнӑ. Хальлӗхе пухса кӗртнӗ тӗш тырӑсен тухӑҫӗ савӑнтарать —  кашни гектартан вӑтамран 40 центнер тыр-пул илнӗ. Пӗлтӗрхи кӑтарту гектартан 32,3 центнерпа танлашнӑ пулнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫанталӑк лайӑх тӑрсан республикӑра пӗлтӗрхинчен 30 процент ытларах тухӑҫ илме май пулӗ. Регион хӑйӗн рекордне ҫӗнетме те пултарать  — пӗтӗмӗшле тухӑҫ 1 миллион тонна урлӑ каҫасса шанма пулать...

https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *