Хальхи вӑхӑтра халӑх пуҫаруллӑ пулсан, йывӑрлӑхсенчен хӑраса тӑмасан ялта темӗн те тума пулать.
Округра пурӑнакансем юлашки темиҫе ҫулта пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курса нумай километр ҫулсене йӗркене кӗртрӗҫ, вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксен сӑн-сӑпачӗсене илемлетрӗҫ, масарсен территорийӗсене тирпей-илем кӳчӗҫ, ялти пӗвесене юсарӗҫ.
Нумаях пулмасть Хирти Выҫли ялӗнче те Садовая урамӗнчи ҫула чул сарса йӗркене кӗртрӗҫ. Сак урамра пурӑнакансем тинех пылчӑк ҫӑрса утасси ҫинчен манӗҫ, шурӑ чул сарса якатнӑ ҫул тӑрӑх ҫӳресе савӑнӗҫ. Сул туни вӑл ахаль ӗҫ ҫеҫ мар, ялти хӑтлӑх, тасалӑхпа хӑрушсӑрлӑх патне пӗлтерӗшлӗ утӑм туни. Хирти Выҫлисем ҫак ырӑ улшӑнупа питӗ кӑмӑллӑ. Ку проекта пуҫарса вӗҫне ҫити ҫитерекенсене вӗсем чӗререн тав тӑваҫҫӗ.
Кашни ялтах тумалли ӗҫсем пур. Пуҫаруллӑ бюджет программи ҫивӗч ыйтусене халӑхпа пӗрле сӳтсе явма, проектсене пӗрлехи вӑйпа тата патшалӑх пулӑшӑвӗпе ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме май парать.

