Ҫӗнӗ объектсем тӑваҫҫӗ,  ҫуртсем хӑпараҫҫӗ

ҫӗнӗ объектсем тӑваҫҫӗҫуртсем хӑпараҫҫӗ

Чӑваш Республикин социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӗн 2020 – 2025 ҫулчченхи комплекслӑ  программинче те,  Чӑваш Республикин социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи стратегийӗнче те строительство пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Чӑваш Енре пурӑнмалли ҫӗнӗ ҫуртсем,  производство объекчӗсем хӑпартаҫҫӗ,  малашлӑхра тума палӑртаҫҫӗ.

Пирӗн округра та ку енӗпе пысӑк тимлӗх уйӑрма тӑрӑшаҫҫӗ. Округра ҫулсеренех социаллӑ-культурӑллӑ объектсем хута яраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 640 вырӑнлӑ  Комсомольски 2-мӗш вӑтам  шкулне тӑвас ӗҫсем пыраҫҫӗ (сӑн  ӳкерчӗкре). ҫак тӗллевпе республика бюджетӗнчен 1, 5 миллиард тенкӗ куҫарнӑ.

Иртнӗ ҫул «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ» программӑпа Комсомольски ялӗнчи Канашская урама хӑтлӑх кӗртес тӗллевпе 6, 5 миллион тенкӗлӗх  ӗҫ тунӑ. Кӑҫал та ку енӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Ялсен сӑн-сӑпатне улӑштарма,  инфраструктурӑна аталантарма пуҫаруллӑ проектсемпе ӗҫлени нумай пулӑшать. Пӗлтӗр ҫавӑн пек 28 проекта ӗҫе кӗртнӗ,  пурӗ 23, 33 миллион тенкӗпе усӑ курнӑ. Вӑл шутран Чӑваш Республикин бюджетӗнчен 13, 08 миллион,  вырӑнти бюджетран 5, 34 миллион тенкӗпе усӑ курнӑ,  ытти укҫа-тенкӗне халӑх пуҫтарнӑ. Кӑҫал пуҫаруллӑ 48 проекта палӑртнӑ. Вӗсенчен кӑҫалхи июлӗн 1-мӗшӗ тӗлне 36-не 24, 994 миллион тенкӗлӗх пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. ҫулсем сарнӑ,  юсанӑ,  ача-пӑча площадкисем тунӑ тата ытти те.

Халӑха ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе ятарлӑ программа ӗҫлет. Унпа килӗшӑллӗн Киров поселокӗнче,  Урмаел,  Тукай Мишер ялӗсенче 8863, 37 пин тенкӗлӗх тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ.

Округ инфраструктуринче ҫул-йӗр пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.  Вӗсене пӑхса тӑрас тӗллевпе пӗлтӗр 14, 99 миллион тенкӗ укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ. Округри 3, 835 километр ҫулсем ҫинче 15, 285 миллион тенкӗлӗх  юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Кӑҫал та ку енӗпе тӑрӑшнӑ,  ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. 2025 ҫулта ҫулсене пӑхса тӑма 20, 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Кӗҫӗн ҫӗрпӑелӗнчи гидротехника сооруженийӗсене 1, 5 миллион тенкӗлӗх юсанӑ.

 «Сывлӑх» наци проекчӗпе Анат Тимӗрчкасси тата Кӗҫӗн Каҫал ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене хута ярас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Урмаел,  Кӗҫӗн ҫӗрпӑел культура ҫурчӗсене тӗпрен юсаҫҫӗ,  Нӗркеҫри культура ҫурчӗн ҫивиттине улӑштарнӑ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи строительсем хуҫалӑх вӑйӗпе фермӑсене ҫӗнетеҫҫӗ,   производство объекчӗсене юсама тӑрӑшаҫҫӗ.

Уйрӑм ҫынсем  хушшинче те ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗклекенсем,  хуралтӑсем ҫавӑракансем нумай.

Строитель кунӗ ячӗпе саламлатпӑр,  пурнӑҫра ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Олег Николаев «Вӗренӳ учрежденийӗсенче  федераци программисемпе килӗшӳллӗн юсав ӗҫӗсем тӑватпӑр. Республикӑра  10 шкулта,  2 ача сачӗпе техникумра ӗҫсем пыраҫҫӗ. Вӗсене пурнӑҫлама  2 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ.    11 вӗренӳ организацине ҫӗнетме республика бюджетӗнчен  тата хушма укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ — вӗсенчен пӗр пайне пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ те.  Хӑш-пӗр  вӗренӳ объекчӗсенче  юсав ӗҫӗсем кая юлса пыраҫҫӗ. Ҫавна май  муниципалитетсен пуҫлӑхӗсен тӗрӗслев ӗҫне вӑйлатмалла.

Чӑн-чӑн кӑтарту кашни ертӳҫӗрен килет.  Подрядчик вӑй ҫитереймест пулсан — ӗҫе тимлӗх уйӑрмалла,  кашни объект ҫине ҫирӗп тӗрӗслев кирлӗ.  Чи кӑткӑс объектсене хам ҫитетӗп».

Юрий МИХАЙЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *