Пятница, 14 ноября

Хӗрӳ кӗрешӳ ӑсталӑха тӗрӗслерӗ

Вут-кӑвара хирӗҫ кӗрешес енӗпе республикӑра  хӑюллӑ та пултаруллӑ, хӑйсен ӗҫне пӗлсе те ҫаврӑнӑҫуллӑ тӑвакансем тӑрӑшаҫҫӗ. Пушар сӳнтерекенсен вӑй-хал енчен те ҫирӗп пулмалла, кӑткӑс самантсенче хӑвӑрт кирлӗ йышӑнусем тумалла. Комсомольскинчи 31-мӗш пушар чаҫӗнче   физкультурӑпа спорт спартакиади шучӗпе иртнӗ пушарпа ҫӑлав спорчӗн республикӑри ӑмӑртӑвӗ  Чӑваш Енри пушар хуралӗн чи пултаруллӑ та ӑста ӗҫченӗсене пуҫтарчӗ. Тупӑшӑва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн О.Николаевӑн «Хаваслӑ ҫу кунӗсем» проекчӗпе килӗшӳллӗн  йӗркеленӗ. Унта 12 команда хутшӑнчӗ.

Ӑмӑртӑва килнисене «Чувашская республиканская противопожарная служба» КУ начальникӗ Герман Михайлов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламларӗҫ. Вут-ҫулӑма хирӗҫ кӗрешекенсен ӗҫӗ яваплӑ та хӑрушӑ пулнине, вӗсем инкек пулнӑ вырӑна яланах хӑвӑрт ҫитсе  ҫынсене пулӑшу панине палӑртрӗҫ, ӑмӑртура ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Малтанах  спортсменсем чӑрмавсене парӑнтарса инкек пулнӑ вырӑна ӑна хирӗҫ кӗрешме хатӗр пулса хӑвӑртрах ҫитес енӗпе тупӑшрӗҫ. Кунта вӗсен              хӳме урлӑ каҫса вӗрлӗк тӑрӑх чупма, пушар сӳнтермелли хатӗр ҫумне шлангсем сыпӑнтарса малалла кирлӗ ҫӗре ҫитме тиврӗ.

Пушар хуралӗн ӗҫченӗсен темӗнле лару-тӑрӑва та лекме тивет. Уйрӑм ҫынсен пӳрчӗсенче  вут кӑварпа кӗрешнисӗр пуҫне нумай хутлӑ ҫуртсенчи хваттерсене кӗрсе унта инкеке лекнӗ ҫынсене те вӑхӑтра пулӑшу памалла. Ӑмӑртӑвӑн тепӗр тапхӑрӗнче пушар хуралӗн ӗҫченӗсен нумай хутлӑ ҫуртри 4-мӗш хута пушар чикмекӗсемпе усӑ курса чӳречерен хӑвӑрт хӑпарас енӗпе ӑсталӑх кӑтартмалла пулчӗ. Тупӑшу вӑхӑтӗнче ку ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне инкекрен асӑрхаса, страхласа тӑракансем пулчӗҫ. Чӑн-чӑн пушар вӑхӑтӗнче вара унпа кӗрешекенӗн ытларах хӑйӗн ӑсталӑхӗпе хӑюлӑхӗ ҫине ҫеҫ шанма тивет.

Виҫҫӗмӗш конкурсра мотопомпӑна ӗҫлеттерсе ярса шлангсене хӑвӑрт сыпӑнтарса, чылай инҫете вырнаҫнӑ «ҫунакан вырӑна» чупса ҫитсе инкеке пӗтермелле пулчӗ. Кунта  ушкӑн пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ку ӑмӑртура Шӑмӑршӑри  42-мӗш пушар чаҫӗ пысӑк ӑсталӑхпа палӑрчӗ.

Виҫӗ енпе иртнӗ тупӑшусене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Муркашри 37-мӗш пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем чи нумай балл пуҫтарса 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ, куҫса ҫӳрекен Кубока ҫӗнсе илчӗҫ. Комсомольскинчи 31-мӗш пушар чаҫӗнче вӑй хуракансен команди те ӑмӑртусенче хастар пулчӗ. Сергей Медведев, Владислав Тяканов, Николай Ананьев, Андрей Лупов ҫӗнтерӳшӗн ҫине тӑрса тупӑшрӗҫ. Анчах та хальхинче вӗсем 6-мӗш вырӑна ҫеҫ тухма пултарчӗҫ. Иртнӗ ҫулсенче пирӗн пушар хуралӗнчи ӗҫченсем ҫавнашкал ӑмӑртусенче тӑтӑшах малти вырӑнсенче пулнӑ. Пӗрре мар куҫса ҫӳрекен  Кубока ҫӗнсе илнӗ. Малашне кунти ӗҫченсем ӑсталӑха туптаса пырасса, ветерансенчен тӗслӗх илсе ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарасса шанас килет.

Ҫӗнтерӳҫӗсем Дипломсемпе  парнесене тивӗҫрӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Авторӑн сӑн ӳкерчӗкӗсенче% ӑмӑрту саманчӗсем.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *