Эпӗ Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ, Комсомольскинче ӳс-се ҫитӗннӗ, шывра ишес енӗпе темиҫе хутчен те ЧАССР чемпионӗ пулнӑ Николай Харитонов пирки каласа парасшӑн. Вӑл манпа кӳршӗллӗ пулнӑ та, унпа пӗрле ҫитӗннӗ. Николайпа пӗрле хӗлле йӗлтӗрпе чупнӑ, ҫулла Кӗтне юханшывӗнче чӑмпӑлтатнӑ. Вӑл вӑхӑтра физкультура урокӗсенче йӗлтӗрпе хальхи пек 2—3 ҫухрӑм анчах мар, 5 километр таран чупма яратчӗҫ. Шкул хыҫҫӑн та Комсомольски ҫывӑхӗнчи вӑрмансемпе тӑвайккисене «тӗрӗслесех» тӑнӑ. Уйрӑмах Хӑйӑрлӑ ҫырма текен вырӑнта ярӑнма юрататтӑмӑр. Коля Анатолий Поповпа ӑмӑртса чупатчӗ. Вӗсем уроксем хыҫҫӑн вӑрманта тӑтӑшах 5—10 километр чупса тренировкӑсем ирттеретчӗҫ. Н.Харитоновпа А.Попов йӗлтӗрпе чупса темиҫе хутчен те районта чемпион ята тивӗҫнӗччӗ.
Николай уйрӑмах шывра ишме юрататчӗ. Ҫыран хӗрринче 100 метр дистанци виҫсе хуратчӗ те ӑна шывра ишсе мӗн вӑхӑтра тухнине пӑхатчӗ. Эпӗ ҫыран хӗрринче ун вӑхӑтне секундомерпа пӑхса пыраттӑм. Вӑхӑт тивӗҫтермесен темиҫе хутчен те вӑл метрсене ишсе тухатчӗ. Кӗркуннехи сулхӑн ҫанталӑкра та ӑна час-часах шывра курма пулатчӗ. Эпӗ тумтирпе те шӑнаттӑм, вӑл вара шывра хӑйне пулӑ пекех туятчӗ. Кӗтне ҫыранӗнче пӗр вырӑнта шывалла метра яхӑн авӑнса ӳсекен йӑмра пурччӗ. Вӑл Кольӑшӑн трамплинччӗ. Тӑтӑшах тренировкӑсем ирттерни, палӑртнӑ тӗллеве ҫине тӑрса пурнӑҫлама тӑрӑшни ӑна ҫитӗнӳсем тума май панӑ та. Паянхи пек бассейнра тренировкӑсем ирттермесен те тӑрӑшсан ӑнӑҫусем тума пулать.
Николай 9-мӗш класра вӗреннӗ чухнех 100 тата 400 метра ирӗклӗ майпа ишсе аслисем хушшинче Чӑваш АССР чемпионӗ пулса тӑрать. 10-мӗш класра чухне ялти спортсменсем хушшинче РСФСРти чи вӑйлӑ вунӑ спортсмен йышне кӗрет.
Алла аттестат илсен те вӑл спортран пӑрӑнмасть, тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хутшӑнать. 1955—1965 ҫулсенче вӑл 100, 200, 400 метра ирӗклӗ майпа, ҫурӑм ҫинче, баттерфляй мелӗпе ишсе республика чемпионӗ пулнӑ. Каччӑ шывра ишес енӗпе 21 хутчен республика рекордне ҫӗнетнӗ.
Николай Федорович республикӑра шывра ишес спорта аталантарас енӗпе нумай ӗҫленӗ. Вӑл Атӑл урлӑ ушкӑнпа ишсе каҫассине йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ. Хӑй те тӑтӑшах ишевсене хутшӑннӑ.
Тӑрӑшсан, ҫине тӑрсан, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлсан спортра темӗнле кӑткӑс пулсан та ҫитӗнӳсем тума пулнине Николай Харитонов (сӑн ӳкерчӗкре) тӗслӗхӗ туллин ҫирӗплетет.
Василий Пундяков,
спорт ветеранӗ, йывӑр атлетика енӗпе 1966 ҫулхи республика чемпионӗ.

