Пулӑшу вырӑнлӑ пулӗ

Вӑрӑ вӑрлать те йӗрӗ юлать, пушар тухсан ним те хӑвармасть, тенӗ ӗлӗкех ваттисем. Иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче «хӗрлӗ автан» алхаснӑ, Шуряшкинсен кил-ҫуртне вӑйлах сиенленӗ.

Чӑвашсем инкеке лекнӗ ҫынсене нихӑҫан та пулӑшусӑр хӑварман, пӗрле пуҫтарӑнса алӑ панӑ, ҫӗнӗрен ура ҫине тӑма пулӑшнӑ. Паян кун та ҫак ырӑ йӑла ялсенче упранса юлни савӑнтарать.

Вулаканӑмӑрсем, шар курнӑ ҫемьене пулӑшас тесен ҫак номерпе: 8-937-374-33-96 (Любовь Васильевна Ш.) укҫа-тенкӗ куҫарса пама пултаратӑр. Хӑҫан тата ӑҫта вут тухасса маларах пӗлсе тӑма ҫук, инкеке лекнисене хӑйсен хуйхипе тӑр-пӗччен хӑварар мар.    

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *