Ку ӗҫ — хӑюллисем валли

Ку ӗҫ — хӑюллисем валли

Кашни ҫын пурнӑҫра чуна ҫывӑх професси суйласа илме тӑрӑшать. Юратнӑ ӗҫре вӑй хуни куллен хавхалантарса пырать,  вӑй-хал кӑрет. Арҫынсенчен чылайӑшӗ водительте,  трактористра,  строительте тӑрӑшать пулсан,  хӗрарӑмсем чылай чухне пурнӑҫне медицинӑпа,  педагогикӑпа,  суту-илӳпе ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул тунӑ ҫӗрте вӑй хуракан Надежда Таран вара — башньӑллӑ кран машинисчӗ! Вӑл кашни кун 40 метр ҫӑллӗшӗнче ӗҫлет. ҫак професси валли пысӑк ӑсталӑх ҫеҫ мар,  питӗ хӑюллӑ пулни те кирлӗ. Надеждӑшӑн вара ку ӗҫ — чи юратни,  чуна ҫывӑххи. Вӑл «ПМК-8» организацире 12 ҫул ӗнтӗ вӑй хурать. ҫак хушӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ нумай объектӑн строительствине хутшӑннӑ,  вӗсене вӑхӑтра туса лартассине хӑйӗн тӳпине хывнӑ.

ҫак кунсенче кран машинисчӗ пуҫа ҫавӑракан ҫӑллӗшӗнчен строительство ӗҫӗсем мӗнле пынине сӑнлакан сӑн ӳкерчӗксем тунӑ. Кадрсенче — округ историне кӗрсе юлакан самантсем: каменщиксем шкулӑн пӗрремӗш хутне тӑрӑшсах хӑпартаҫҫӗ,  ҫивитти плитисене вырнаҫтараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра шыв пӑрӑхӗсене хурас,  дренаж тытӑмне йӗркелес енӗпе те ӗҫсем пыраҫҫӗ. Модульлӗ котельнӑй та хатӗр ӗнтӗ.

Куратпӑр ӗнтӗ,  ҫӗнӗ шкул тӑвас ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ. Строительсене малалла та палӑртнӑ срокпа ӑнӑҫлӑн ӗлкӗрсе пыма,  пур ӗҫе те пахалӑхлӑн пурнӑҫлама сунатпӑр.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *