Нумаях пулмасть Елчӗк округӗнче инвалидсем хушшинче пулӑ тытакансен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Комсомольскинчи инвалидсен организацийӗ те ҫак мероприятие хастаррӑн хутшӑннӑ.
Пуҫтарӑннисене Елчӗк округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Николаев саламланӑ. Чи малтанах уява хутшӑнакансем Елчӗкри паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Унтан вара пулӑ тытас енӗпе, дартс, джакколо, шашка тата шахмат вӑййисемпе ӑмӑрту пуҫланнӑ.
Джакколо енӗпе пирӗн округри Алексей Гаврилов 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Пулӑ тытса та вӑл «Лучший улов» номинацире 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Саламлатпӑр!

