Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче ӗҫҫи вӑй илсех пырать. Ҫӗр ӗҫченӗсем тухӑҫлӑ ҫитӗнтернӗ тырпула вӑхӑтра та тӑкаксӑр пуҫтарса илес тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Июлӗн 31-мӗшӗ тӗлне округри чылай пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса илме пуҫланӑ. Хальлӗхе 2312 гектар лаптӑк ҫинчен 7857,2 тонна тырӑ пуҫтарса кӗртнӗ. Кӗрхи тулӑ, ыраш, урпа вӑтамран кашни гектар пуҫне 33,9 центнер тухӑҫ параҫҫӗ.
Округра выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ: 8194 тонна утӑ, 23166 тонна сенаж, улӑм, тырӑ фуражӗ хатӗрленӗ.
Ял ӗҫченӗсем уяр кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ, йӗтемсем ҫине килнӗ тырра ҫийӗнчех тасатса пыраҫҫӗ.
Минзаит Зайнуллин.

