Вторник, 8 сентября

Командӑсем ҫӗнтерӳшӗн  тупӑшнӑ

Командӑсем ҫӗнтерӳшӗн  тупӑшнӑ

Округра, пӗтӗм республикӑри пекех, «Чӑваш Енри хаваслӑ ҫу кунӗсем» проектпа килӗшӳллӗн тӗрлӗрен мероприятисем иртеҫҫӗ. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи стадионта пляж волейболӗн турнирӗ пулнӑ. Унта округри чи вӑйлӑ 8 команда ҫӗнтерӳшӗн хӗрӳ тупӑшнӑ.

Хӗртсе пӑхакан хӗвел, вӗри хӑйӑр, командӑсен азарчӗ турнира чӑн-чӑн спорт уявне ҫавӑрнӑ. Куракансем вӑйӑҫӑсене кӑшкӑрса тата алӑ ҫупса хавхалантарнӑ, волейболистсем вара кашниех мала тухма талпӑннӑ.

Хӗрӳ тупӑшура Фарид Сафиуллинпа Денис Кополухин ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Рушан Арифуллинпа Расул Юмаков кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑн хуҫисем — Антон Андреев тата Кирилл Кузьмин.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене ӑшшӑн саламлатпӑр. Малашне ҫакнашкал ӑмӑртусем округра тата та иртӗҫ. Вӗсене хутшӑнакансем тата та йышлӑрах пуласса шанатпӑр. 

Юрий БОРОВКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *