Пилӗк хутчен тӗнче чемпионӗ
Красновсен хӗрӗ Тамара, 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкренех спорта юратса ӳснӗ. Аслӑ пиччӗшӗнчен, Николайран тӗслӗх илсе ҫитӗннӗ. Арҫын ача спортӑн тӗрлӗ енӗпе интересленнӗ. «Тантӑшӗсенчен ҫӳллӗшпе пӗчӗкрех пулсан та вӗсенчен йӗлтӗрпе те, ҫуран чупас енӗпе те кая юлман. Кӗтнере шывра чӑмпӑлтатма юрататтӑм», — аса илет Тамара Васильевна. Шкул ҫулӗсенчех хӗрача Шупашкара ӑмӑртусене килнӗ, тупӑшусенче пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсен йышӑнче пулнӑ.
Шкул пӗтерсен тамара пӗр иккӗленмесӗрех И.Я.Яковлев ячӗллӗ чӑваш педагогика институтӗнче тинтерех уҫӑлнӑ физвоспитани факультетне ҫул тытать. Кунта пултаруллӑ хӗре йӗлтӗр спорчӗн тренерӗ асӑрхать. Тӑрӑшсах тенировкӑсене ҫӳрени ӑна ӳсӗмсем тума пулӑшать. «Манӑн кумир Аслӑ Чурачӑкра ҫӳралса ӳснӗ ентеш Вера Чернова пулнӑ. СССР чемпионкин ҫитӗнӗвӗсем мана та хавхалантарса пынӑ. Шел пулин те, Верӑн пурнӑҫӗ кӗске пулчӗ», — тет вӑл.
Институтра вӗреннӗ вӑхӑтрах Т.Краснова йӗлтӗр спорчӗ енӗпе спорт мастерӗн нормативне тултарнӑ. Пӗтӗм Союзри йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче тантӑшӗсемпе эстафетӑра ҫӗнтерсе РСФСР чемпионки пулса тӑрать. 1974 ҫулта аслӑ шкула пӗтерсен Шупашкарти пир-авӑр комбиначӗ ҫумӗнчи спорт клубӗнче тренер пулса ӗҫлеме тытӑнать. Вӑл хӑйӗн воспитанникӗсене сӗнӳсемпе канашсем панипе пӗрлех хӑй те тӑтӑшах йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑрать. Тамара Васильевна полиатлон спорчӗпе интересленме пуҫлать. Ку ен спортсменран тӗрлӗ енлӗ аталану ыйтать: винтовкӑран тӗл пеме те пӗлмелле, ҫуран чупмалла, граната ывӑтмалла, алӑ вӑйӗпе турник ҫинче туртӑнмалла, алӑ вӑйӗпе кӗлеткене ҫӗр ҫинчен ҫӗклемелле. Ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусемпе палӑрас тесен пур енӗпе те лайӑх хӑнӑхусем кирлӗ. Унӑн тӑрӑшуллӑхӗпе пултаруллӑхӗ ҫинчен нумай калама пулать. Ҫитӗнӗвӗсемпе ҫӗнтерӗвӗсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн.
1990—1999 ҫулсенче вӑл ҫуллахи тата хӗллехи полиатлон енӗпе 7 хутччен Раҫҫей чемпионӗ пулнӑ. 1993, 1995, 1996, 2000, 2001 ҫулсенче хӗллехи полиотлон енӗпе тӗнче чемпионӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. «Газпром» ОАО иртерекен спартакиадӑн тата ҫӗршыври пӗлтерӗшлӗ ытти чылай ӑмӑртусенче ҫӗнтернӗ. Унчченхи ҫулсенче ҫӗнтерӳшӗн грамотӑсемпе хаклӑ парнесемпе ҫеҫ чысланӑ пулсан халӗ медальсем ҫакса яраҫҫӗ. Тамара Васильевнӑн вӗсем тӗрлӗ шайрисем — 112. Ҫак медальсене вӑл юлашки ҫулсенче ҫеҫ ҫӗнсе илнине палӑртать.
2000 ҫулта Т.Краснова полиатлон енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ пулса тӑнӑ. Пир-авӑр комбиначӗ ҫумӗнчи спорт шкулӗнче тренерта тата «Волготрансгаз» ОООн Красноармейскинчи филиалӗнче физкультура инструкторӗ пулса ӗҫленӗ вӑхӑтсенче вӑл 6 спортсмена спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫлама пулӑшнӑ. 1995 ҫулта ӑна «Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ» хисеплӗ ят панӑ. Унӑн ятне Чӑваш Енри спорт юхӑмӗн летопиҫне кӗртнӗ.
Халӗ Тамара Васильевна тивӗҫлӗ канура ӗнтӗ. Апла пулсан та ӑна час-часах йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче, бассейнра курма пулать.
Василий Григорьевичпа Елизавета Александровнӑн ытти ачисем те пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ. Владимир Васильевич Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче параходствӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Алевтина Васильевна шкул ҫулне ҫитмен ачасене воспитани парас енӗпе ӗҫленӗ. Шел, Геннадий Васильевичӑн пурнӑҫӗ ир татӑлнӑ. Вӑл Афганистанра интернационалла ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ, аманса таврӑннӑ.
Анатолий АГАФОНОВ.

