Ҫӗрпӳ округӗнче июлӗн 16—17-мӗшӗсенче «Уй кунӗ» курав ӗҫленӗ. Унта Раҫҫейре, Германире, Беларуҫра, Китайра тата ытти ҫӗршывсенче туса кӑларнӑ агротехникӑпа, выльӑх-чӗрлӗх ҫитермелли хутӑшсемпе, чир-чӗрпе тата хурт-кӑпшанкӑпа кӗрешмелли препаратсемпе, тырпулӑн ҫӗнӗ сорчӗсемпе паллаштарнӑ.
Уй кунне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитсе курнӑ. Вӑл ҫулленех йӗркелекен курав ял хуҫалӑх отраслӗн аталанӑвӗшӗн, ҫӗр ҫинче ӗҫлекенсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Регион ертӳҫи фермер шкулӗнчен вӗренсе тухнисене «Агростартап» гранта тивӗҫнисене сертификатсем панӑ.

