Июлӗн 16-мӗшӗнче пирӗн округра, пӗтӗм республикӑри пекех Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Информушкӑн районти тӗп больница коллективӗпе тӗл пулчӗ. Кун йӗркинче икӗ тӗп ыйту: «Чӑваш Енри социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӑн тата бюджета пурнӑҫланин 2025 ҫулхи 1-мӗш ҫур ҫулхи пӗтӗмлетӗвӗсем», «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн социаллӑ ҫӗнӗ проекчӗсем ҫинчен».
Тӗлпулӑва район больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова уҫрӗ. Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров кӗскен республикӑри ҫӗнӗлӗхсемпе, информаци кунӗн тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ. Округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан А.Г.Кузьмин тӗлпулӑва ертсе пычӗ.
Пӗрремӗш ыйтупа администрацин финанс пайӗн контроль ӗҫӗн тӗп специалист-эксперчӗ Л.Н.Семенова, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн экономика тата инвестици секторӗн заведующийӗ О.П.Козина тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем тӗпрен илсен Чӑваш республикин экономикин кӑҫалхи ҫурҫулти кӑтартӑвӗсене пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрисемпе танлаштарса каласа пачӗҫ. Республикӑра промышленность производстви ӳсни палӑрать. Вырӑнти предприятисем пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан 12 процент ытларах хӑйсен таварӗсене сутнӑ. Компьютерсемпе электронлӑ тата оптика изделийӗсен производстви 1,9 хут, апат-ҫимӗҫ продукчӗсем, хими япалисем тата продукчӗсем кӑларасси 1,2 хут ӳснӗ. 2024 ҫулхи июль уйӑхӗпе танлаштарсан кӑҫалхи ҫак вӑхӑт тӗлне вӑтам ӗҫ укҫи 13 процент пысӑкланнӑ. Ял хуҫалӑх кӑтартӑвӗсем енӗпе те ырӑ улшӑнусем пур. Пӗрле пуҫтарнӑ пур йышши бюджетӑн пӗрлехи тупӑшлӑ пайӗ (консилидированный бюджет) 55,5 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Вӑл укҫа-тенкӗн чылай пайӗпе социаллӑ-культурӑлла инфраструктурӑна аталантарма усӑ курнӑ. Докладчиксем чылай цифра илсе кӑтартрӗҫ. Вӗсем пӗтӗмӗшле илсен экономика малалла аталанса пынине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн ҫӗнӗ проекчӗсемпе округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова паллаштарчӗ. «Яркое лето Чувашии» проект шайӗнче пирӗн округра «Потому чТо мы Вместе» велочупу иртнӗ. Унта республика тулашӗнче пурӑнакансем те хутшӑннӑ. Территори уйрӑмӗсенче ял уявӗсем йӗркеленӗ. Малашне те пуян мероприятисем пулӗҫ. «Шаг к здоровью» проектпа район больницинчи ушкӑнсем ялсене тухса халӑха йышӑннӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсем чылай ҫӗре ҫитме палӑртаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнисене пулӑшма «Шаг в мирную жизнь» проект ӗҫлет. Август уйӑхӗнче ятарлӑ ушкӑн пирӗн округра та пулӗ. «Ниме — народный бюджет» проекта республикӑра пурӑнакан кашни ҫын хутшӑнма пултарать. Халӑх шухӑшӗпе пуҫарӑвне шута илсе ҫулсене юсӗҫ, территорисен инфраструктурине лайӑхлатма пулӑшӗҫ. Халӑхӑн пурнӑҫлакан ӗҫӗн 5 проценчӗ чухлӗ укҫа-тенкӗ хывмалла, ытти вырӑнти тата республика бюджетӗнчен пулӗ. Пуҫаруллӑ бюджетпа юлашки ҫулсенче округра чылай ӗҫ тунӑ. «На контроле Главы Республики» проект хамӑр тӑрӑхра пурнӑҫлакан строительство ӗҫӗсем мӗнле пынине, ӗҫсен пахалӑхне тӗрӗслесе тӑма май парӗ. Асӑннӑ пур проект та Олег Николаев пуҫарӑвӗпе пулса пырать. Вӗсем уйрӑмах ял ҫыннисемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫак халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерме, социаллӑ пулӑшусем парассине лайӑхлатма май памалла.
Информаци кунӗнче министр больницӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ, уйрӑм ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗ.
Юрий Михайлов.

