Каҫал тӑрӑхӗ пултаруллӑ та маттур ҫамрӑксемпе пуян. Ҫакна вӗсем тӗрлӗ конкурссене, фестивальсене, олимпиадӑсене, квестсене хутшӑннипе ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫамрӑксем вӗренӳре ҫеҫ мар обществӑлла ӗҫре те хастар.
Вӗсенчен пӗри Елизавета Меньшикова. Хӗр ача Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 6 «к» класра ҫеҫ пӗлӳ пухать пулин те, вӑл хӑй ҫитӗнӗвӗсемпе чӑннипех те мухтанма пултарать. Лиза тӑватӑ ҫул ӗнтӗ Мускаври модельсен шкулӗнче ӑсталӑха ӳстерет. Вӑл — тӗнче шайӗнче палӑрма пултарнӑ модель. Тӑватӑ ҫул хушшинче хӗр республика, Раҫҫей тата унӑн тулашӗнчи илем конкурсӗсене хутшӑннӑ. Паянхи кунта вӑл тӗнче шайӗнчи конкурссенче палӑрать. Сӑмахран, Лизӑпа амӑшӗ Татьяна ҫак кунсенче ҫеҫ Крым республикинчен таврӑннӑ. Хӗрача Ялтӑра йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Бизнес-женщины России» илем конкурсӗнче илемлӗ тум-тире куракансене кӑтартнӑ. Унпа пӗрлех кӑҫал ҫеҫ Лиза Турцире йӗркеленӗ «Fashion Week» мода эрнинче пулнӑ. Июнь уйӑхӗнче Лиза Меньшикова Санкт-Петербург хулинче йӗркеленӗ илемлӗх конкурсне те хутшӑнма пултарнӑ.
Пултаруллӑ хӗр ачана ҫӳллӗ шайра иртекен илемлӗх конкурсӗсене ҫитсе килме ашшӗ-амӑшӗ пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ. Амӑшӗ, Татьяна яланах Лизӑпа юнашар. Вӗсем пур мероприятие те пӗрле кайса ҫӳреҫҫӗ, утӑм хыҫҫӑн утӑм пӗрле тӑваҫҫӗ. Хӗр ача ҫуллахи канӑва усӑллӑ ирттерет, вӑл конкурссене хутшӑннипе пӗрлех юлташӗсемпе тӗл пулма, кӗнеке вулама кӑмӑллать. Лизӑна малашнехи конкурссене татах та хастар хутшӑнма сунатпӑр. Эпир унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнатпӑр.
Елизавета Меньшикова:
«Модельсен шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ вӑхӑтра нумай проектра хутшӑнма тӳр килчӗ. Чи асра юлнӑ илемлӗх конкурсӗсенчен пӗри вӑл Сочи хулинче йӗркеленӗ ача-пӑчасен «Sochi Fashion Week» конкурсӗ. Тӗрлӗ хуласенче, тӗрлӗ ҫӗршывсенче пулса курма чӑннипех те кӑсӑклӑ. Манӑн ӗмӗтре — Кӑнтӑр Корейӑна, Францие, Японие, Китая ҫитсе курасси. Вӗсен культури мана тыткӑнлать. Тӗрлӗ конкурссене тӑтӑшах хутшӑнатӑп пулин те, вӗренӳ пирки самантлӑха та манмастӑп. Эпӗ — кадетсен класӗнче вӗренетӗп. Ҫавна май пӗрле вӗренекенсемпе фестивальсене, конкурссене сахал мар хутшӑнатӑп. Эпӗ — барабанпа выляма кӑмӑллатӑп».
Алевтина Ефремова.

