Ҫак кунсенче республикӑра «Электроника 4.0» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухакан вӗренекенсем: Семен Титов — 2-мӗш вырӑн, Илья Шакмаков 3-мӗш вырӑн (ертӳҫи Петр Родионов) йышӑнма пултарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе тата Дипломсемпе чысланӑ.
Ҫавӑн пекех асӑннӑ вӑтам шкул вӗренекенӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Дорогами Бориса Васильева» фестивальте палӑрнӑ. «Буктрейлер» номинацире Б.Л. Васильева хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ электронлӑ проектпа 8 «а» класра пӗлӳ пухакан Виктория Такмакова, Александр Абржин 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Петр РОДИОНОВ.

