Июнӗн 26-мӗшӗнче Комсомольскинчи аслӑ ӑрӑвӑн «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗнче «Чӑваш ҫӗршывне пӗлекенсем» квест-вӑйӑ ирттернӗ. Ӑна «Ҫӗр тата ҫынсем» музей ӗҫченӗсем Алена Поляковӑпа Римма Антонова Чӑваш Республикине туса хунӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Квеста хутшӑнакансем икӗ командӑна пайланса 6 станци тӑрӑх ҫӳренӗ: республикӑри чӗрчунсен тата ӳсен тӑрансен тӗнчипе, халӑх йӑли-йӗркисемпе, паллӑ ҫынсемпе ҫывӑхрах паллашнӑ, тӑван ен тӑрӑх виртуаллӑ ҫул ҫӳревре пулнӑ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыранӑ, тӑван ен ҫинчен юрӑсем шӑрантарнӑ.
Чӑваш Енӗн тата чӑваш халӑхӗн историне лайӑх пӗлни тата туслӑ пулни командӑсене вӑйӑри заданисене ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫлама пулӑшнӑ.
Квест вӗҫленсен унта хутшӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене пулӑшу кӳрес тӗллевлӗ волонтер ӗҫне малалла тӑснӑ.
(ХАМӐР ИНФ.).

