Чӑваш автономине йӗркелесенех Чӑвашпотребсоюз системине те туса хунӑ. Ҫавна май кӑҫал вӑл 105 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа июнӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш патшалӑх филармонийӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртрӗ. Унта Чӑвашпотребсоюз ӗҫлеме пуҫланӑранпа паянхи кунччен мӗнле аталанса пынине кӑтартакан пуян экспозиципе интересленсе паллашрӑмӑр.
Уйрӑмах 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсем пирки каласа паракан стендсем умӗнче чылайччен чарӑнса тӑтӑмӑр. Коопераци ӗҫченӗсем тылра фронта пысӑк пулӑшу панӑ. Вӗсем потребкоопераци ячӗллӗ танк колонни тата «Комсомолец Чувашии» авиаэскадрилья тума укҫа хывнӑ.
1941 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗ тӗлне Комсомольски райповӗнче 143 ҫын ӗҫленӗ. 62-шӗ вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта тухса кайнӑ. Вӗсенчен пӗри — райпотребсоюзӑн пӗрремӗш председателӗ Михаил Герасимович Долгов. Вӑл хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, унтан таврӑнсан Патӑрьел районӗнчи «Гвардеец» колхоза ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ, Социализмла ӗҫ Геройӗ ята тивӗҫнӗ. Урмаел сельповӗн председателӗ Садртдин Гайнетуллович Алеев ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденне тивӗҫнӗ. Раиса Сергеевна Фадеева (Миронова) 1941 ҫулта Пӑрачкав районӗнче Сӑр хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑ, Хусан — Ульяновск чукун ҫулне тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ, Ленинград облаҫӗнче 105-мӗш ҫул-йӗрпе эксплуатацин уйрӑм батальонӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн магазинта сутуҫӑра ӗҫленӗ. Ун пек паттӑрсене татах та нумай асӑнма пулать. Комсомольски райпотребсоюзӗнче ӗҫленисем хушшинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисем 80 ҫын ытла пулнӑ.
Тыла юлнӑ ӗҫченсем те Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе ҫине тӑрса ӗҫленӗ. Эвакуаципе килнӗ ҫынсене пулӑшма япаласем пуҫтарнӑ, сельпосенче вӗри апатпа тивӗҫтернӗ. Уйрӑмах коопераци ӗҫченӗсем хатӗрлев енӗпе тӑрӑшнӑ. Кайӑк-кӗшӗк, тир-сӑран, тимӗр-тӑмӑр, кок-сагыз, эмел курӑкӗсем тата ытти чӗртавар пуҫтарнӑ.
Райпо ӗҫченӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те халӑх хуҫалӑхне ҫӗклес тесе нумай ӗҫ тунӑ, хӑйсем те аталанса пырса ҫӗкленнӗ. Ялсенче ҫӗнӗ магазинсем нумай тунӑ, вӗсене таварсемпе тивӗҫтерме май паракан техника туяннӑ, пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршыв рынок экономики ҫине куҫсан та райпотребсоюз ӗҫченӗсем ҫухалса кайман. Уйрӑм предпринимательсем хушшинчи конкуренцие чӑтса ирттернӗ. Паянхи кун та халӑха куллен кирлӗ таварсемпе ҫеҫ мар, строительство материалӗсемпе те, йӑлара усӑ курмалли тата ытти таварсемпе те тивӗҫтереҫҫӗ.
Чӑвашпотребсоюз 105 ҫул тултарнӑ ятпа иртнӗ мероприятире Комсомольски райпо совечӗн председательне С.Н.Грачевӑна ЧР Пуҫлӑхӗн указӗпе «Чӑваш республикин халӑха пулӑшу паракан сферӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ ятпа саламларӗҫ. Райпон ҫамрӑк ӗҫченне Александр Голыева «Раҫҫейри потребкооперацийӗн ҫамрӑк лидерӗ» паллӑ парса чысларӗҫ. «Комбинат питания» директорӗ М.Н.Федотова Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн Тав Ҫырӑвне тивӗҫрӗ.
Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе пур ӗҫченсене те саламлатӑп. Малашне те ҫирӗппӗн аталанма, нумай ҫул пуҫтарӑннӑ опыта татах пуянлатса пыма сунатӑп. Маларах ӗҫленӗ кооператорсен ячӗсене, вӗсен ӗҫӗсене яланах асра тытар. Яланхи пекех Раҫҫейри Центросоюз системинче лайӑххисен йышӗнче пулӑр.
Светлана Кокорева,
коопераци ветеранӗ.

