Нумаях пулмасть Шупашкарти «Олимпийский» стадионта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн призӗсене ҫӗнсе илессишӗн «Спортивная семья» фестиваль иртнӗ. Унта пирӗн округ чысне Порядковсен туслӑ ҫемйи хӳтӗленӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ тата 9 ҫултан кӗҫӗнрех арҫын ача номинацире тупӑшнӑ. Вӗсем пур енӗпе те хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнӑ.
Хутӑш эстафетӑра 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Дартс, ГТО комплексӗн нормативӗсене парас енӗпе, ҫӑмӑл атлетика эстафетинче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗсемпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илес енӗпе йӗркеленӗ спорт фестивалӗнче Порядковсем 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Асӑннӑ фестивале Порядковсем пӗрремӗш ҫул ҫеҫ хутшӑнмаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсем ӑмӑртуран 4-мӗш вырӑнпа таврӑннӑччӗ. Кӑҫал ҫитӗнӳсем курӑмлӑ. Петр Порядков «Кӗтне» ФСК-ра ӗҫлет, мӑшӑрӗ Диана «Колосок» ача садӗнче тӑрӑшать, Рома — Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ. Спортпа туслӑ ҫемье канӑва яланах усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать. Округра иртекен ӑмӑртусенче те вӗсем яланах малтисен ретӗнче. Спорт сывлӑха ҫирӗплетнине лайӑх пӗлеҫҫӗ Порядковсем. Ҫавна май ывӑлне те мӗн пӗчӗкрен ҫуран чупма, футболла выляма хӑнӑхтарнӑ. Вӗсене ҫӗнтерӳпе саламлатпӑр, малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Юрий Михайлов.

