Суббота, 8 августа

Ян янрать чӑваш юрри-кӗвви

Чӑвашсем пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейӗн ытти регионӗсенче те йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Унта Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫеҫ мар, республика тулашӗнче тӗпленнӗ йӑхташсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ, халӑх пултарулӑх коллективӗсем хӑйсен юрри-ташшисемпе савӑнтарнӑ.

Самар облаҫӗнчен уява «Ҫӑлкуҫ» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ килсе ҫитнӗ. 1990 ҫулта туса хунӑ коллектив 30 ҫул ытла куракансене юрри-ташшипе савӑнтарать, халӑх культурине упраса хӑварас ӗҫе малалла тӑсса пырать. 1998 ҫулта ансамбль «халӑх» ята тивӗҫнӗ. Вӑл ҫулсерен регион тата Раҫҫей шайӗнчи фестивальсене хутшӑнса малти вырӑнсене тивӗҫет. Акатуйра та «Ҫӑлкуҫ» куракансене илемлӗ юрри-ташшипе тыткӑнланӑ.

Пушкӑрт Республикинчен уява «Туслӑх» фольклор коллективӗ хутшӑннӑ. Артистсем кашни уяв-фестивальтех сцена ҫинче авалхи йӑласене «чӗртсе» тӑратаҫҫӗ, халӑх юррисене чуна пырса тивмелле шӑрантараҫҫӗ, ташшисемпе хӑпартлантараҫҫӗ. Пӗлтӗр коллектив Мускавра ВДНХра иртнӗ Акатуя та хутшӑннӑ, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑмпа унтан таврӑннӑ.

Кӳршӗллӗ Чулхула облаҫӗнче те чӑвашсем йышлӑ. Унтан килсе ҫитнӗ «Чулхула чӑвашӗсем» ансамбль шӑпах ҫакна ҫирӗплетет те. 10 ҫул ытла коллектив тӑван халӑх культурине аталантарас, ҫамрӑк ӑрӑва чӑ-ваш юрри-кӗввипе интереслентерес тесе тимлет. 

Оренбург облаҫӗнчен килнӗ «Ҫутӑ ӗмӗт» фольклор ансамблӗ час-часах регионсем хушшинчи фестивальсенче пултарулӑхне кӑтартать. Ӑна чӑваш халӑх культурине упрас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата ҫӳллӗ шайри сцена пултарулӑхӗшӗн грамотӑсемпе тата дипломсемпе пӗрре мар чысланӑ. 2020 ҫулта ансамбль «халӑх пултарулӑх коллективӗ» ята тивӗҫнӗ.

Ульяновск облаҫӗнчен килнӗ «Мерчен» эстрада вокал ансамблӗ вара чӑваш юррисене ҫӗнӗлле, ҫамрӑксене илӗртмелле шӑрантарать. Коллективра ҫамрӑк хӗрсем  ҫеҫ пулсан та вӗсем чӑваш халӑх культурине юратни, чӑваш чӗлхин аталанӑвӗшӗн чунтан пӑшӑрханни сисӗнет. Вӗсен юррисене куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ.

Тутарстан Республикинчи «Ӗмӗт» вокал этноушкӑнӗ вара чӑваш халӑх кӗввисене ҫӗнӗлле итлеме сӗнет. Хӑйсен пултарулӑхӗнче артистсем тӗрлӗ музыка инструменчӗпе: купӑспа, баянпа, скрипкӑпа, флейтӑпа, кӗслепе, тӑмрапа, шӑпӑрпа усӑ кураҫҫӗ. 

Акатуйра ҫавӑн пекех ытти ҫӗртен килнӗ хӑнасем тата вырӑнти артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, чӑваш халӑх культури пуян та тӗрлӗ енлӗ пулнине кӑтартса панӑ.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *