Вторник, 8 сентября

Пултаруллӑ ҫамрӑк

Пултаруллӑ ҫамрӑк

Паян эпир цифра технологийӗн ӗмӗрӗнче пурӑнатпӑр. Кашнин аллинчех тенӗ пекех кӗсье телефонӗсем, компьютерсемпе усӑ курса информаци илнипе пӗрлех тӗрлӗ операцисем те пурнӑҫлатпӑр. Производство та цифра технологийӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.  Ҫитӗнекен ӑру мӗн пӗчӗкрен ИТ-технологийӗпе юнашар.

Нумаях пулмасть Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче  вӗренекен Даниил Тарасов компьютер спорчӗ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн финалне тухни ҫинчен хыпар ҫитрӗ. Каччӑпа асӑннӑ шкулти информатика учителӗ Петр Родионов тренировкӑсем ирттерет. Пӗрле тӑрӑшни вӗсене ҫитӗнӳсем тума май панӑ та ӗнтӗ.

Даниил пӗчӗкренех компьютерпа  интересленет. Паллах, ун умӗнче ларнӑ май тӗрлӗ вӑйӑсем те вылять. Анчах та ҫакӑ ӑна шкулта пур предметсемпе те лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пыма чӑрмантармасть. Компьютерпа туслӑ пулни унӑн тавракурӑмне анлӑлатма, творчествӑлла шухӑшлама чылай пулӑшать. Физикӑпа, математикӑпа ҫыхӑннӑ предметсемсӗр пуҫне ытти енӗпе те интересленет. Тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшӑнать.

Каччӑ хӑй умне лартнӑ тӗллевсене вӗҫне ҫитерме хӑнӑхни, тӑрӑшни ӑна ҫитӗнӳсем тума май параҫҫӗ. Даниил 2022 ҫултан пуҫласа компьютер спорчӗ енӗпе  республикӑра иртекен чемпионатсене хутшӑнать. 2023 ҫулта вӑл компьютер спорчӗ енӗпе республикӑра финалти тапхӑрне хутшӑннӑ. Компьютер графикин «Цифровая галерея» Пӗтӗм Раҫҫейри 4-мӗш творчество конкурсӗнче «Коллаж» номинацире ҫӗнтернӗ. Чӑваш Республикинчи вӗрентӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ илекенсем хушшинче ҫар службин никӗсӗсем енӗпе иртнӗ 5 кунлӑх сборта лазертаг енӗпе йӗркеленӗ ӑмӑртура 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2024 ҫулта компьютер спорчӗн чемпионатӗнче  ӑмӑрту пуҫватмӑшӗсем (тетрис) дисциплинӑра ҫӗнтернӗ. Раҫҫей шайӗнчи ҫавнашкал тупӑшура  ӑмӑрту пуҫватмӑшӗсем енӗпе 4-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Д.Тарасов 2023—2024 вӗренӳ ҫулӗсенче информатика предмечӗпе шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин муниципаллӑ тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Июлӗн 19-мӗшӗнче компьютер спорчӗ енӗпе Мускавра иртекен Раҫҫей чемпионачӗн финалти тупӑшӑвне хутшӑнмалла. Даниил Петр Васильевичпа ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленсе унта палӑрасса шансах тӑратпӑр.

Каччӑ  спортпа та туслӑ. Вӑл физкультурӑпа спортӑн ГТО нормативне пурнӑҫласа кӗмӗл паллӑна тивӗҫнӗ. Обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑнать.

Патшалӑх ачасемпе ҫамрӑксене вӗрентӳ заведенийӗсенче аталанма, тарӑн пӗлӳ илме, тавракурӑмне анлӑлатма кирлӗ  условисем туса парать.  Цифра технологийӗ малашне пирӗн пурнӑҫа татах та тарӑнрах кӗрсе пырӗ. Округра Даниил пек пултаруллӑ ҫамрӑксем пулни савӑнтарать. Вӗсен аллинче пирӗн пуласлӑх.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *