Пятница, 14 ноября

Кӗнекере – республикӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ

Кӗнекере – республикӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ

Чӑваш автономине туса хунӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа Наци музейӗ ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулӑшнипе «Чувашия. Наследие Улыпа» кӗнеке-альбом пичетлесе кӑларнӑ. 1000 экземплярпа тухнӑ тӗрлӗ тӗслӗ, иллюстрацисемпе пуян кӑларӑм республикӑна тӗрлӗ енчен кӑтартса парать. 

 «Кунта Чӑваш Ене пуян историллӗ тата хӑйне евӗр культура еткерӗллӗ вырӑн пек ҫеҫ мар, паянхи кунпа тан утакан регион пек те кӑтартса панӑ. Республикӑра пурӑнакан кашни ҫын тӑван ене аталантарассине тӳпе хывать. Эпир пӗрле иртнине хисеплесе, ҫӗнӗ майсем уҫса пуласлӑха ҫул хыватпӑр», — уҫнӑ шухӑшне Олег Николаев кӗнекепе паллашнӑ май.

Кӗнеке-альбом ултӑ пайран тӑрать. Вӗсем Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑкӗпе, культура еткерлӗхӗпе, историпе, археологи артефакчӗсемпе, чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе паллаштараҫҫӗ. Кӗнекере туризм валли паллӑ вырӑнсене те — ҫутҫанталӑк объекчӗсенчен пуҫласа ҫын авал ӑсталанӑ вырӑнсем таран — кӑтартса панӑ. Ҫавӑн пекех паянхи Шупашкара та тӗрлӗ енлӗн сӑнланӑ. Аваллӑхпа паянхи кун тачӑ ҫыхӑннине ҫирӗплетсе кӗнекен кашни пайне чӑвашсен паттӑрӗ — Улӑп ҫинчен калакан легендӑн сыпӑкӗнчен пуҫланӑ. Паллӑ дизайнер Дарья Степанова кӗнекене ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.

Пурӗ кӑларӑма 33 фотографӑн 230 сӑн ӳкерчӗкӗ кӗнӗ. Вӗсемпе паллашса эпир хамӑр тӑрӑхра мӗн тери илемлӗ пулнине курма, республика мӗнле аталанса пынине сӑнама пултарӑпӑр. Кашнинех ҫак кӗнекепе паллашма сӗнетпӗр. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *