Кӑҫал та пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ

Кӑҫал та пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ

Иртнӗ эрнере Патӑрьел округӗнчи «Исток» агрофирмӑра машинӑпа сӗт сӑвакансен республикӑри 31-мӗш конкурсӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи фермӑсенчи пултаруллӑ ӗҫченсем хутшӑннӑ. Вӗсем  ӗне сумалли машинӑсене сӳтсе пуҫтарас, вӗсемпе ӗне сӑвас ӑсталӑха кӑтартас енӗпе тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех конкурсра теори енӗпе те ыйтусене хуравлама тивнӗ.

Пирӗн округ чысне унта «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи  П.В.Зверев хӳтӗленӗ. Петр Васильевич конкурсри пур ӗҫсене те пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫланӑ, арҫын доярсем хушшинче 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ку уншӑн пирвайхи ҫӗнтерӳ мар. Иртнӗ ҫул та вӑл пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Ҫавӑнпа та кӑҫалхи ӑмӑрту ялавне те вӑл хӑпартма тивӗҫнӗ.

«Рассвет» хуҫалӑх округра выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ енӗпе чи ӑнӑҫлисенчен пӗри. Унти ӗҫченсем ҫулсеренех хӑйсене шанса панӑ ӗнесенчен ытларах сӗт суса илме тӑрӑшаҫҫӗ.  Кунта, паллах, Петр Зверев тӳпи те пур. Вӑл выльӑх-чӗрлӗх продуктивлӑхне ӳстерес тесе нумай тӑрӑшать, ҫӗнӗлӗхсене ӗҫе кӗртсе пырать.

Петр Васильевича саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунатпӑр.

Зинаида Порфирьева,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *