«Письмо в будущее» акци «Лучшие на селе» агрослетӑн чуна тивекен саманчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Мероприятие хутшӑнакансем, ял хуҫалӑх историне туса хуракансем чӗререн ҫырнӑ ҫырусене Чӑваш республикин Патшалӑх архивӗнче 2030 ҫулччен — Аслӑ Ҫӗнтерӳ 85 ҫул тултарнине уявличчен упрӗҫ. Ҫамрӑксен мӗнле ӗмӗчӗсем пурнӑҫланӗччӗҫ унччен. Кӗтетпӗр.

