Пирӗн хушӑра 50, 60 ҫул ытла пурнӑҫ сукмакне пӗрле такӑрлатакан мӑшӑрсем пур. Вӗсем пирӗншӗн юратупа шанчӑклӑхӑн, ӑнланупа килӗшӗвӗн тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Вӑхӑт тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ чӑн-чӑн юрату пурри хавхалану кӳрет.
Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан Елизавета Андреевнӑпа Анатолий Петрович Коноваловсем 63 ҫул алла-аллӑн тытӑнса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх пӗрле утаҫҫӗ. Мӑшӑр 1961 ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗнче Хырхӗрри ял Советӗнче ҫемье ҫавӑрнине регистрациленӗ. Унтанпа ҫулсем шыв юххи пек хӑвӑрт иртсе пыни те сисӗнмен. Пурнӑҫра савӑнмаллисем те, хурланмаллисем те пулнӑ, апла пулин те Коноваловсем яланах ҫемье ӑшшине упраса, пур йывӑрлӑха та пӗрле парӑнтарса юрату хӗлхемне сӳнме паман. Паян кун та вӗсем пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулса ҫемье телейне куҫ пек упраҫҫӗ.
«Ҫемье пурнӑҫӗн 63 ҫулӗ пӗр кун пек иртсе кайрӗ. Ҫак ҫулсене эпир алла-аллӑн тытӑнса утса тухрӑмӑр. Халӗ чи кирли — малашне те пӗр-пӗрне ӑнланса, хакласа пурӑнасси. Вара йӑлтах лайӑх пулӗ», —палӑртать чунрине Елизавета Андреевна.
Коноваловсем пурнӑҫне тӑван ялта пурӑнса ирттернӗ, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех «Восток» колхозра вӑй хунӑ. Ырми-канми ӗҫне кура вӗсене тӗрлӗ наградӑсемпе чысланӑ, иккӗшӗ те «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтра ҫут тӗнчене килнӗскерсем, мӗн пӗчӗкрен ҫӑкӑр хакне пӗлсе, ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ, яланах ӗҫ пурнӑҫ тыткӑчи пулнине тӗпе хурса пурӑннӑ.
Туслӑ та ҫирӗп ҫемьере пепкесем те пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫут тӗнчене килнӗ. Коноваловсем 6 ачана кун ҫути парнеленӗ, лӑпкаса ӳстернӗ, анлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 4 ывӑлӗпе 2 хӗрӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе, ашшӗ-амӑшне хисеплесе, вӗсем мӗн каланине ачаран ӑса хывса ҫитӗннӗ. Халӗ Елизавета Андреевнӑпа Анатолий Петрович 10 мӑнукӗпе тата 6 мӑнмӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ.
Наталья Калашникова.

