Хӑтлӑх кӗртмелли вырӑнсемшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав малалла пырать. Кам халиччен сасӑлава хутшӑнман, вӗсем июнӗн 12-мӗшӗччен хӑйсен сассисене пама пултараҫҫӗ. Округра пурӑнакансем сасӑлава хастар хутшӑнасса шанатпӑр. Хамӑр пурӑнакан вырӑн илемлӗ те хӑтлӑ пулни пуриншӗн те аван.
Округра пурӑнакансен Комсомольскинчи «Таныш» пасар умӗнчи лаптӑка тирпей-илем кӗртессишӗн тата Комсомольскинче универсаллӑ спорт площадки тӑвассишӗн сасӑламалла. Хӑвӑр сассӑрсене эсир zagorodsreda.ru платформӑна кӗрсе Патшалӑх пулӑшӑвӗн (Госуслуги) аккаунчӗ урлӑ пама пултаратӑр.

