Пятница, 14 ноября

Сабантуй савӑнӑҫ парнелерӗ

Сабантуй савӑнӑҫ парнелерӗ

Майӑн 24-мӗшӗнче мӗн акни-лартнине тулӑх ҫитӗнме суннӑн, ҫӗр ӗҫченне хастар ӗҫшӗн тав тунӑн округра ирхине ҫумӑр шӗпӗртетсе иртрӗ. Ун хыҫҫӑн вара хӗвел хӑй пайӑркисене сапаласа Урмаелӗнчи Сабантуя пуҫтарӑннисен кӑмӑл-туйӑмне хавхалану кӳчӗ.

Уява килнисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Валерий Антонов, Петр Краснов, Тутарстан Республикинчи Кайпӑҫ районӗн пуҫлӑхӗ Альберт Рахматуллин, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн комитет председателӗ Айрат Зарипов тата ыттисем те саламларӗҫ,  халӑха чун каниччен канма, савӑнма сунчӗҫ. Ял пурнӑҫне лайӑхлатас ӗҫе хастар хутшӑнакансене, наци культурине аталантарас ӗҫе тӳпе хывакансене, обществӑлла ӗҫсенче пултаруллисене наградӑсем парса чысларӗҫ.

Урмаелӗнчи культура ӗҫченӗсем, «Мишар» фольклор ансамблӗ, Комсомольскинчи культура ҫурчӗн, ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн,  Урмаел вӑтам шкулӗн, Тутарстанри Кайпӑҫ районӗнчен  килнӗ пултарулӑх коллективӗсем, уйрӑм юрӑҫӑсем халӑха хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ. Ачасем вара тӗрлӗ вӑйӑсен аттракционӗсенче савӑнчӗҫ. Никамӑн та ҫак кун кичемленсе ларма май пулмарӗ. Халӑх ӑсталӑхӗн выставкисем куҫа илӗртрӗҫ. Тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ сутуҫӑсем хӑйсен таварӗсене сӗнчӗҫ. Халӑх наци вӑййисемпе тупӑшӑвӗсене хутшӑнакансем те чылайӑн пулчӗҫ. Михӗпе ҫапӑҫнине, вӗрен туртнине, михӗ тӑхӑнса чупнине, юпа ҫине хӑпарнине тата ытти ӑмӑртусене куракансем хапӑлласах пӑхрӗҫ.

Сабантуйне илем кӳрекенни вӑл — кӗрешӳ. Раиль Арифуллин 50 килограмм таранхи, Самир Галимзянов 50 килограмран ытларах, Богдан Волков 60 килограмм таранхи, Расул Сафиуллин 70 килограмм таранхи, Булат Галимзянов 70 килограмран ытларах виҫесенче пӗрремӗш вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ.

Ял хӗрринчи уҫланкӑра хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑрарӗ.

Гелия Гинатуллина.

Автор сӑн ӳкерчӗкӗсенче — уяв саманчӗсем. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *