Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн «Рябинушка» ача садӗнче «Малышиада — 2025» спорт вӑййисем иртнӗ. Кашни ҫулах йӗркелекен конкурса кӑҫал округри 6 ача сачӗн командисем хутшӑннӑ.
Мероприятие уҫса ача сачӗн заведующийӗ Вероника Герасимова пурне те ӑнӑҫлӑн тупӑшма, пултарулӑха туллин кӑтартса пама суннӑ. «Россия, мы дети твои!» юрӑпа йӗркеленӗ флешмоб ачасене ӑмӑртӑва хатӗрленме пулӑшнӑ, лайӑх кӑмӑл парнеленӗ.
Шӑпӑрлансем хальлӗхе ача садне ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ пулин те тӗрлӗ енлӗн тупӑшса мӗн пӗчӗкрен спортпа туслӑ пулнине кӑтартса панӑ. 30 метра чупассипе хӗр ачасем хушшинче Дарья Попова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑн) тата Юлиана Орлова («Колосок» ача сачӗ) дистанцие пуринчен те малтан парӑнтарнӑ. Арҫын ачасем хушшинче те тупӑшу хӗрӳ иртнӗ. Степан Басников («Радуга» ача сачӗ) тата Азат Закиров («Лейсан» ача сачӗ) ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.
Мечӗке ӳкермесӗр сиктерсе пырассипе хӗр ачасенчен Далия Тимергалиевӑна («Радуга» ача сачӗ) тата Анна Павловӑна («Рябинушка» ача сачӗ) ҫитекен пулман. Арҫын ачасенчен Ихсан Фасхутдинов («Рябинушка» ача сачӗ) тата Руслан Иванов («Радуга» ача сачӗ) чи маттуррисем пулнӑ.
Инҫӗшне сикессипе хӗр ачасенчен Илгине Зинетуллина (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗ) тата Диля Хайруллина («Лейсан» ача сачӗ), арҫын ачасенчен Данир Хуснутдинов (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗ) тата Юныс Шамдинов («Лейсан» ача сачӗ) ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.
Ачасем скакалкӑпа сикес енӗпе те питӗ маттур пулнине кӑтартса панӑ. Анна Моторинӑпа (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑн) Самир Гайнетдинов (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗ) пуринчен те нумай сикме пултарнӑ.
Шӑпӑрлансем спорт ташши ташласа та тупӑшнӑ. Ку енӗпе «Радуга» ача сачӗн команди мала тухнӑ. «Рябинушка» тата «Колосок» (сӑн ӳкерчӗкре) ача сачӗсем — 2-мӗш вырӑнта. «Лейсан» ача сачӗпе Тукай Мишер вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗ 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансемшӗн ҫак кун питӗ интереслӗ те хаваслӑ иртнӗ. Мала тухнӑ ачасемшӗн вара вӑл уйрӑмах асра юлӗ.
Наталья МЕДВЕДЕВА.

