Шупашкарта пенсионерсемпе «хӗрӳ» вырӑнсенче пулнӑ ветерансем хушшинче компьютер многоборйи енӗпе XV республика чемпионачӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансене СФРӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн, пенсионерсен Союзӗн, социаллӑ службӑсен представителӗсем тата Шупашкарти кооператив институчӗн ертӳлӗхӗ саламланӑ.
Ӑмӑртура смартфонпа ӗҫлес, интернетра кирлӗ информаци шырас тата финанс пӗлӳлӗхӗ енӗпе тупӑшнӑ. Пирӗн округ чысне Людмила Васильева, Владислав Тихонов тата Дмитрий Никитин хӳтӗленӗ. Дмитрий Никитин «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи» номинацире 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ентешӗн ҫитӗнӗвӗпе мӑнаҫланатпӑр!

