Пятница, 14 августа

Ака-суха ӗҫӗсене вӗҫлесшӗн

Ака-суха ӗҫӗсене вӗҫлесшӗн

Округра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акса пӗтернӗ пулин те ҫураки малалла пырать-ха. Ҫӗр ӗҫченӗсен кӑҫалхи хастарлӑхне хирсенче тикӗс шӑтса тухнӑ калчасем ҫирӗплетеҫҫӗ те ӗнтӗ.

Майӑн 22-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӗпрен илсен ҫӗрулми лартас, выльӑх апачлӗх культурӑсем акас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ  тата Самаринӑн  фермер хуҫалӑхӗ «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартассине вӗҫленӗ. «Слава картофелю» агрофирма 260 гектар лаптӑк ҫине ҫак тымарҫимӗҫе лартнӑ. «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО ку ӗҫе хӗвелҫаврӑнӑшне акса пӗтерсенех тытӑнасшӑн.

Округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем  570 гектар куккурус, 364 гектар нумай ҫул, 1213 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ.

Пахча ҫимӗҫсенчен илсен 15 гектар сухан, 20 гектар кишӗр, 37 гектар лартма сухан ҫитӗнӗ.

Ҫӗр ӗҫченӗсем уяр кунӑн кашни саманчӗпе усӑ курса ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене вӗҫлессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *