Понедельник, 20 июля

Хаҫатсем те, кӗнекесем те – чӑвашла

Хаҫатсем те, кӗнекесем те – чӑвашла

Чӑваш чӗлхи эрнинче иртнӗ канашлура ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова чӑваш чӗлхине упраса хӑварас ӗҫе массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Республикӑра патшалӑх массӑллӑ информаци хатӗрӗсен 80,6 проценчӗ, Чӑваш наци телекуравӗн программисен 56 проценчӗ, Чӑваш наци радиовӗн программисен 75 проценчӗ, «Тӑван радион» программисен 51 проценчӗ чӑвашла тухса тӑраҫҫӗ.

Чӑвашла кӗнекесем кӑларасси ҫине те паянхи кун пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 2024 ҫулта патшалӑх заказӗпе 32 тӗрлӗ кӗнеке пурӗ 34,2 пин экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ, ҫав шутра ачасем валли — 21 тӗрлӗ кӗнеке пурӗ 20,7 пин экземплярпа. Кӑҫал 35 чӑваш кӗнекине 36,4 пин экземплярпа пичетлесе кӑларма планлаҫҫӗ, ҫав шутра 28 кӗнеки (пурӗ 29,6 пин экземплярпа) — ачасем валли.

Чӑваш кӗнекисем ҫинчен каланӑ май тӑван чӗлхепе ҫыракан авторсене пулӑшу пани ҫинчен те каласа хӑвармаллах. Кашни ҫулах ачасене тата ҫамрӑксене валли чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесен ал ҫырӑвӗсен конкурсӗ иртет. Чи лайӑх  виҫӗ хайлавӑн  авторне укҫан преми (пӗтӗмӗшле 200 пин тенкӗ) парса чыслаҫҫӗ. Вӗсен ал ҫырӑвӗсене патшалӑх заказӗпе пичетлесе кӑлараҫҫӗ.

Чӗлхене мӗн пӗчӗкрен ӑша хывни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра ача сачӗсенче те чӑвашла вӗрентме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр шӑпах шкул ҫулне ҫитменнисем валли чӑвашла тата вырӑсла пособисем туяннӑ. Пурӗ ҫакна валли бюджетран 19,7 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ.

Шкулсенче вара тӑван чӗлхепе литературине тӗрлӗ вӗренӳ пособийӗсемпе усӑ курса вӗрентеҫҫӗ. Юлашки  4 ҫулта тата 18 ҫӗнӗ пособие ӗҫе кӗртнӗ. Вӗсем хушшинче ЧР Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе 2021 ҫулта хатӗрлесе ҫитернӗ ҫӗнӗ кӗнеке. Унпа вырӑс шкулӗсенчи 1—4-мӗш классене вӗрентме тивӗҫ. «Просвещение» издательство кӑларнӑ кӗнекере чӑваш чӗлхине ҫӗнӗ йышши мелпе ӑса хывма сӗнеҫҫӗ. Унӑн пахалӑхне ҫӳллӗ шайра хакланӑ, вӗренӳ кӗнекине хатӗрлесе кӑларакансене 2023 ҫулта Раҫҫей Правительствин вӗренӳ тытӑмӗнчи премийӗпе те чысланӑ.

Республикӑри библиотекӑсем ҫулсерен чӑвашла ҫырнӑ художествӑлла тата таврапӗлӳ литературипе, обществӑпа политика хаҫачӗсемпе, журналсемпе пуянлансах пыраҫҫӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ подпрограммӑна ӗҫе кӗртнӗренпе библиотекӑсем валли республика укҫи-тенкипе 71 пин кӗнеке туяннӑ. Кӑҫал та апрелӗн 1-мӗшӗ тӗлне кӗнекесен фондне 9,3 пин ытла тенкӗлӗх пуянлатнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен ҫӗнӗ чӑваш кӗнекисен 51,3 проценчӗ — ачасем тата ҫамрӑксем валли ҫырнӑскерсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *