Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.А.Николаев Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене тата унта хутшӑннисене асӑнса лартнӑ асӑну вырӑнӗсемпе палӑксене тирпей-илем кӗртме хушнӑччӗ.
Темиҫе ҫул каялла Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнчи кивӗ палӑка та ҫӗнетнӗччӗ. Анчах та унта вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсем ҫукчӗ. Г.В.Атласкин пуҫарӑвӗпе кӑҫал унта ӗҫсем пуҫланчӗҫ. В.Миронов, Ю.Васильев, А.Петров, П.Чукмарев, Олегпа Анатолий Смирновсем, В.Ильин тата ялти ытти хастар ҫынсем тӑрӑшнипе, Григорий Васильевич ертсе пынипе кӗске вӑхӑтрах палӑк патӗнче ялтан вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ ҫынсен ячӗсене ҫырнӑ стелӑсем вырнаҫтарчӗҫ. Халӗ ватти-вӗтти унта пырса ҫапӑҫу хирӗсенчен таврӑнайманнисен тата фронтран килсен мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ ҫынсен ячӗсене вуласа вӗсен умӗнче пуҫ тайма пултарать. Ялти хӗрарӑмсем палӑк умне чечексем лартса хӑварчӗҫ.
Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн ҫӗнетнӗ палӑк умӗнче митинг иртрӗ. Ӑна Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Ю.Митюков уҫрӗ, ял халӑхне уяв ячӗпе саламларӗ. Пуҫтарӑннисем умӗнче ялти ветерансен совечӗн председателӗ Л.Тихонова, культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Т.Александрова сӑмах каларӗҫ. Хаяр вӑрҫӑ кашни килех пырса тивнине, пысӑк нуша, хурлӑх илсе килнине палӑртрӗҫ. Вӑрҫӑ хирӗсенче пуҫ хунисене, мирлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ ветерансене, тылра Ҫӗнтерӳшӗн ырми-канми вӑй хунӑ ҫынсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Паттӑрсен умӗнче пуҫ тайса палӑк умне чӗрӗ чечексем тата чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ. Кунӗпех совет халӑхӗн паттӑр ывӑл-хӗрне мухтаса юрӑ-кӗвӗ янрарӗ. Людмила Тихонова.

