Чи сулмаклӑ мероприятисенчен пӗри — Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ. Юлашки 5 ҫулта унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенче пурӑнакан 50 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, чӑваш чӗлхине пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, чӑвашсем йышлӑн пурӑнакан ытти вырӑнсенче те вӗренеҫҫӗ, ҫав шутра Чӗмпӗр тата Оренбург облаҫӗсем, Тутар тата Пушкӑрт Республикисем, Самар облаҫӗнче те ҫакӑн пек шкулсем пур.
Кӑҫал Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ апрелӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ. Ятарлӑ вырӑнта пӗлӗвне тӗрӗслес текенсем И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Шупашкар хулин Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнче, Чӑваш наци библиотекинче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче, чӑвашсем пурӑнакан е ӗҫлекен вырӑнсенчи вӗренӳ тата культура организацийӗсенче ҫырнӑ. Радиопа усӑ курса килте ҫыракансем те йышлӑн пулнӑ.
Акцире шкул ачисем, шкулсенче тӗрлӗ предметсене вӗрентекенсем, ача сачӗсенче тӑрӑшакансем, библиотекарьсем, музей ӗҫченӗсем уйрӑмах хастар пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ те диктант ҫырса хӑйсем чӑваш пулнине палӑртнӑ. Диктанта 13200 ҫын ытла хутшӑннӑ, вӗсенчен 11354-шӗ Чӑваш Республикинчен. Пирӗн округра та ҫак мероприятие хутшӑнакансем йышлӑн пулнӑ (сӑн ӳкерчӗкре — Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче диктант ҫырнӑ самант).

