Воскресенье, 9 августа

Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем вулатпӑр

Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем вулатпӑр

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче «Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем вулатпӑр» патриотизмла акци ирттертӗмӗр.

Унта 3—9-мӗш классенче вӗренекен 280 ытла ача хутшӑнчӗ. «Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем вулатпӑр» конкурс виҫӗ номинаципе пулчӗ: «Чи хастар вулакан», «Вуласа тухнӑ кӗнекене чи лайӑх хак паракан» тата «Вуласа тухнӑ кӗнеке пирки чи лайӑх ӳкерчӗк». Ҫакӑ ачасене хӑйсем паллашнӑ кӗнекере мӗн ҫинчен ҫырнине лайӑх ӑнланма, нумайлӑха асра тытма май парас тӗлӗшпе пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.

«Чи хастар вулакан» ята 8-мӗш «б» класра вӗренекен Мария Косова ҫӗнсе илчӗ. Вӑлах хӑй вуланӑ кӗнекене чи лайӑх хак паракан та пулчӗ. 3-мӗш «а» класри Амина Фасхутдинова, Анастасия Кокорева, Антон Хурасев, Яна Жукова, 6-мӗш «к» класри  Виктория Соловьева  та кӗнекесене ӑнланса вуланӑ, вӗсем ҫинчен интереслӗ каласа пачӗҫ.

3—4-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче Юныс Сафиуллин (3-мӗш «а» класс), 5—7-мӗш классем хушшинче Кристина Читнаева (6-мӗш «к» класс), 8—9-мӗш классем хушшинче Ильмира Гайнутдинова (8-мӗш «а» класс) тата Дарья Арсентьева (9-мӗш «к» класс) ӗҫӗсене ӳкерчӗксен конкурсӗнче чи лайӑххисем тесе палӑртрӑмӑр.

Акци вӑхӑтӗнче Сергей Алексеевӑн калавӗсем тӑрӑх «Ҫӗнтерӳ страницисем» ятпа сасӑпа вулассин конкурсӗ, кӗҫӗн классемпе «Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем пӗрле вулатпӑр» марафон, «Эпир астӑватпӑр! Эпир мухтанатпӑр!» историлле-интеллектуаллӑ вӑйӑ ирттертӗмӗр, чӑвашсен паллӑ писателӗн Леонид Агаковӑн «Салтак ачисем» тата «Ылтӑн вӑчӑра» повеҫӗсене ушкӑнпа сӳтсе яврӑмӑр, калаҫусем йӗркелерӗмӗр…

Шкулти библиотекӑпа пӗрле ирттерекен мероприятисене ачасем хастар хутшӑнни савӑнтарать. Вӗсем вӗренекенсене пӗлӳ илме пулӑшнипе пӗрлех тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ, кӗнекесем патне туртӑнма, вӗсемпе ытларах интересленме хавхалантараҫҫӗ.

Елена Савельева,

шкулти библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *