Шкул ачисем кашни ҫулах ҫарпа спорт вӑййисенче тупӑшаҫҫӗ. Кӑҫал округри «Зарница 2.0» ӑмӑртӑвӗсенче ҫамрӑк армеецсен «Выживание в экстремальных условиях», «Военизированная эстафета», «Тактическая медицина», «Радиационная, биологическая и химическая защита», «Стрельба», «Строевая подготовка», «Разборка и сборка автомата», «Основы российской государственности и военной истории» конкурссенче хӑйсен ӑсталӑхӗпе пултарулӑхне кӑтартма тивнӗ. Кунта вӗренекенсене вӑй-хал енчен ҫирӗп пулнипе пӗрлех медицинӑн, ҫар историйӗн, гражданла оборонӑн пуҫламӑш пӗлӗвӗ те кирлӗ пулнӑ.
Тупӑшусенче уйрӑмах Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем палӑрнӑ. Вӗсем чылай конкурссенче 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк армеецсем те нумай енӗпе палӑрнӑ. Вӗсем 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн команди — 3-мӗш вырӑнта.
«Зарница 2.0» ҫарпа спорт вӑййисем округри шкулсенче спортпа туслӑ, вӑй-хал енчен ҫирӗп, «пӗри — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн» девиза ӑнланакан ачасем вӗреннине туллин ҫирӗплетнӗ. Вӗсемшӗн вӑрман хӗрринче палаткӑсенче виҫӗ кун пурӑнни, кӑвайт чӗртсе апат пӗҫерни, ушкӑнпа хаваслӑ юрӑсем шӑрантарни, ытти шкулсенче вӗренекенсемпе тӗл пулни нумайлӑхах асра юлӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ командӑн округ чысне республикӑри тупӑшусенче хӳтӗлеме тивӗ. Вӗсене унта та ӑнӑҫу сунатпӑр.
(ХАМӐР ИНФ.).

