Суббота, 8 августа

Турнир ҫӳллӗ шайра иртнӗ

Майӑн 3-мӗшӗнче Нӗркеҫри шкул стадионӗнче пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн пуҫне хунӑ Алексей Антипова асӑнса мини-футбол турнирӗ ирттернӗ. Алексей Петрович Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, «Шурӑ кашкӑрсем» батальонӑн старшини пулнӑ.

Турнира уҫнӑ ҫӗре Комсомольски муниципаллӑ округӑн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина, «Шанчӑклӑ тыл» волонтерсен ушкӑнӗн ертӳҫи Владимир Воронов, паттӑрӑн пӗртӑванӗ Светлана Евграфова, пӗр класра вӗреннисем, тӑванӗсем, ял ҫыннисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем спортсменсене май уявӗсем ячӗпе саламланӑ, турнира хутшӑнма вӑхӑт тупса килнӗшӗн тав тунӑ.

Ӑмӑрту питӗ хӗрӳ иртнӗ. Унта ҫитӗннисен 7 тата ачасен 2 команди хутшӑнса малти вырӑнсене тивӗҫме ӑнтӑлнӑ. Ҫитӗннисенчен «Гигант» команда ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. «Партизан» командӑпа «Гигант-Майами» команда иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Ачасенчен «Звезды» команда пултаруллӑрах пулса пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. «Тигры» команда — иккӗмӗш вырӑнта. 

Турнира хутшӑнакансем хушшинче чи маттур вӑйӑҫӑсене уйрӑммӑн палӑртса чысланӑ. «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята Карина Федорова, «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята Николай Волков, «Чи лайӑх хапхаҫӑ» ята Дмитрий Можаев, «Турнирӑн чи лайӑх вӑйӑҫи» ята Артем Пыркин тивӗҫнӗ.

Мероприятие илем кӳрекенни Нӗркеҫ тата Янкасси ялӗсен пӗрлештернӗ командисем хушшинчи юлташлӑх матчӗ пулнӑ. Унта Янкассисем ҫӗнтерӗве алӑран яман.

Пуҫтарӑннисем вӗри чейпе тата чашламапа сӑйланнӑ, йӗркелӳҫӗсене, волонтерсене тата спонсорсене турнира ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттернӗшӗн тав тунӑ.  

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *